Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсене алла илеççĕ

25 января 2012 г.

Çĕнĕлĕхсене алла илеççĕ Елчĕкри "Чăвашъенкрахмал" сахал яваплă юлташлăх _ Чăваш Республикинчи крахмал туса кăларакан пĕртен-пĕр предприяти. Кунта апат-çимĕçре усă курмалли çĕр улми крахмалĕ тата тимĕр шăратакан производствăра усă куракан экструзиллĕ крахмал хатĕрлеççĕ. Çак вăхăтчен мĕн тунипе анчах лăпланса лармаççĕ, производствăна малалла аталантарассипе те тимлеççĕ. Иртнĕ çулталăк вĕçĕнче предприятире модификациллĕ крахмал кăларакан çĕнĕ йышши цех тума тытăннă, строительство ĕçĕсене пурнăçлама пурĕ 10 миллион тенкĕ укçа хывнă. Хальхи вăхăтра кунта хăватлă оборудованин тулли комплектне вырнаçтарассипе тимлеççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама пысăк квалификациллĕ, ăста специалистсене шанса панă. Модификациллĕ крахмал тăвакан çĕнĕ цехра çитес вăхăтрах тулли хăватпа ĕçе пикенме палăртнă. Унсăр пуçне, предприятин генеральнăй директорĕ Александр Кудряшов кăçалах çĕнĕ йышши тепĕр производствăна ĕçе кĕртмелли майсем пулнине те çирĕплетет. Çапла майпа малашне кунта çĕр улмине хуппинчен тасатса пастеризациленĕ вакуум-упаковкăсене вырнаçтарса реализацилеме палăртаççĕ. Сăн ỹкерчĕкре: Александр Кудряшов çĕнĕ цехри ĕçсене пурнăçлама хутшăнакан Михаил Идутов токарь, Борис Крылов сварщик-механик ĕçĕпе кăмăллă пулни çинчен пĕлтерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика