Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Диплом çĕнсе илнĕ

25 января 2012 г.

Шăмалакри вулавăшра çамрăксемпе ĕçлесси çине çулсеренех пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма, этемĕн пахалăхлă енĕсене ăша хывма хистесе çитĕнекен ăру хушшинче тĕрлĕ темăпа мероприяти ирттересси йăлара кунта. Мĕнлерех куратпăр эпир 21 ĕмĕрти çамрăк ăрăва? Пурнăçра хăйĕн вырăнне тупас тесен мĕн тумалла, ăçта вĕренме каймалла унăн тата ăсталăхпа шухăш-кăмăла кура хăш профессие суйласа илмелле? Çакă тата ытти ыйтусем çине хурав тупма пулăшакан ятарлă курав ĕçлет паянхи кун библиотекăра. В.Усанова библиотекарь хавхалантарса пынипе район, республика шайĕнчи конкурссенчен те пăрăнса юлмаççĕ çамрăк вулакансем. Иртнĕ çул вĕсем республика шайĕнчи "Манăн çуралнă вырăн" ятпа иртнĕ творчество ĕçĕсен конкурсне хутшăннă. Шупашкарти И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 1-мĕш курсра пĕлỹ пухакан Н.Усановăн ĕçĕ "Çын хăйĕн вырăнĕнчех" номинацире Диплом çĕнсе илни вулакансене анчах мар, кунти ĕçченсене те хавхалантарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика