Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех-сăра тус ан пултăр

25 января 2012 г.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче çитĕннĕ ача-пăча ĕçчен, яваплăха туйса пурăннă. Пионер, комсомол организацийĕсенче тăни çапла пулма хистенĕ пуль. Ун чухне нихăшĕ те эрех-сăра ĕçесчĕ тесе çăвар уçман. Клуба та çỹренĕ, ташă каçĕсем йĕркеленĕ. Халĕ вара йăлтах урăхла. Çамрăк ăру сиенлĕ йăласемпе туслашса пыни уйрăмах шухăшлаттарать. Ял-хула лавккисенче тĕрлĕ кĕленчеллĕ эрех-сăра йăлтăртатса ларать. Телевизорпа кăтартакан, хаçат-журналта пичетленекен рекламăсем пуçа минретекен усал шĕвеке ĕçме илĕртеççĕ. Ача-пăча çакна асăрхамасăр хăвармасть. Хăш-пĕр чухне аслисенчен те тĕслĕх илме пулать. Пĕррехинче ялти шкулта вĕренекен арçын ачаран мухтавлă ентешĕмĕр В.И. Чапаев çинчен ыйтса пĕлме шутларăм. Ун ячĕпе Шупашкарта мĕн-мĕн пур тесе ыйтсан вăл тỹрех эрех терĕ. В.И.Чапаев ячĕллĕ урам, унăн музейĕ, палăкĕ темшĕн ача пуçне чи малтанах пырса кĕмерĕç. Ачан хуравĕ те тĕрĕс, те тĕрĕс мар? Лавккана кĕрсе пăхма тиврĕ. Вĕренекен йăнăшман иккен. Çитĕнекен ăру эрех-сăра, пирус еннелле туртăнни куç кĕрет. Сывлăх чи хаклă пуянлăх тетпĕр тăтăшах. Эрех-сăрапа пуçа минретекенĕн шухăшлавĕ, тыткаларăшĕ ыттисенчен питех те расна. Вĕсем час тарăхаççĕ, ĕçе вĕçне çитерме чăтăмлăх çитереймеççĕ, час-часах кỹренсе тавлашаççĕ. Арçын ачасемпе пĕрлех хĕр ачасем те сиенлĕ йăласене хăвăрт хăнăхаççĕ. Вĕсем физкультура урокĕсенчен темрен хăранă евĕр сехĕрленеççĕ. Чупма, выляма вĕсен вăй-хал сахалли сисĕнет. Çуллахи вăхăтра хула ача-пăчи асламăш-кукамăш патне канма килет. Вĕсем, ирĕке тухнине сиссе, сиенлĕ йăласемпе иртĕхме пултараççĕ. Аякри хăнасемпе туслашакан çамрăксен ашшĕ-амăшĕн яланах сыхă пулмалла. Кам пĕлет вăл мĕнле ача пулнине? Ялсенчи лавккасем, кафесем, киосксем те çĕрлеччен ĕçлеççĕ. Шел, каçхи хăнасем шутĕнче çул çитмен çамрăксем те пур. Мĕншĕн ĕçетĕр тесе ыйтсан вĕсем: капла ташлама хаваслăрах, хамăра хăюллăрах туятпăр, теççĕ. Ман шутпа, клубсенче хăлхана çуракан юрă-кĕвĕ ярса панипе анчах çырлахмалла мар. Тĕрлĕ вăйă-конкурс ирттермелле. Çамрăксемпе ĕçлекен клуб ĕçченĕсен çакăн евĕрлĕ мероприятисем, сценарисем валли ятарлă папка пулмаллах. Паллах, эрех-сăра ача-пăчашăн çеç мар, аслисемшĕн те тус ан пултăр. "Симĕс çĕлене" пула мĕн чухлĕ инкек пулассине яланах асра тытасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика