25 января 2012 г.
Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Патреккелĕнче 3 пысăк мероприяти иртрĕ. Йĕлтĕрçĕсемпе хоккеистсем çанталăк сивĕ тăнине пăхмасăр ăмăртусене хастар хутшăнчĕç. Чи малтанах районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен 9 тата вăтам шкулсен 6 команди И.Ореховпа З.Каринкина спортсменсене асăнса район шайĕнче иртекен чемпионата хутшăнчĕç. Вăтам тата тĕп шкулсем хушшинче Аслă Елчĕксемпе Кĕçĕн Таяпасем _ пĕрремĕш, Елчĕксемпе Шăмалаксем _ иккĕмĕш, Çирĕклĕ Шăхальсемпе Патреккелсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ун хыççăн Патреккелти хоккей площадкинче 1999-2000 çулсенче çуралнă ачасен ушкăнĕсем "Ылтăн шайба" клубăн призĕсене çĕнсе илессишĕн пыракан республика шайĕнчи ăмăртăвăн виççĕмĕш турĕнче вăй виçрĕç _ Елчĕк районĕн кĕçĕн ушкăна кĕрекен команди Патăрьел район командипе тĕл пулчĕ. Хĕрỹ ăмăртура, шел пулин те, Елчĕксем Патăрьелсене 2:3 шутпа выляса ячĕç. Унтан хоккей площадкине "Прогресс" ЗАОн (Патреккел), "Рассвет" (Тăрăм) тата Ленин ячĕллĕ (Аслă Елчĕк) ЯХПКсен пĕрлештернĕ тата Комсомольски районĕнчи "Комсомольский" сортсем сăнакан участок (Нĕркеç) командисем йышăнчĕç. Патреккел шкулĕнче чылай çул физкультура учителĕнче тăрăшнă, 1972 çулта хоккей вăййин ăмăртăвне пуçарса янă Н.Рыбкина асăнса ирттерекен уçă турнирта (хоккей вăййи Патреккел площадкинче кăçалхипе 40-мĕш çул иртнине хыпарларĕç аслă çулхи хоккеистсем) вăй виçрĕç вĕсем. Хоккеистсене чи малтанах Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин саламларĕ, вăйăра ăнăçусем сунчĕ. Çак площадкăра çамрăкран хоккейла выляса ỹссе ăсталăха туптанă Б.Клементьевпа Б.Борисов судьясем вăйăсене тĕрĕс хаклассипе тимлерĕç. Хĕрỹ вăйăсенче куçса çỹрекен кубок Патреккелсенчех юлнине палăртма кăмăллă. Юлашки вăйăра вĕсем Тăрăмсемпе Аслă Елчĕксен пĕрлештернĕ командине 4:0 шутпа парăнтарчĕç. Иккĕмĕш вырăна Тăрăмсемпе Аслă Елчĕксен пĕрлештернĕ команди, виççĕмĕшне _ Нĕркеçсен команди тухрĕç. Вăйăсене чылай çул хутшăнакан ăста хоккеистсем А.Воронцов, Г.Кузнецов, М.Кузнецов "Чи лайăх вратарь", "Чи лайăх тапăнса вылякан", "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" ятсене тивĕçрĕç. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие йĕркелесе ирттерме пулăшнă "Прогресс" ЗАО (ертỹçи П.Скворцов), Патреккел шкулĕн администрацийĕ (О.Петрова), Патреккелти Т.Теплова, В.Быков, А.Сыкин уйрăм предпринимательсем, А.Максимов, маларах Патреккел тата Элекçей Тимеш шкулĕсенче физкультура предметне ертсе пынă Ю.Петровпа В.Левый вĕрентекенсем ырă ята тивĕç. Сăн ỹкерчĕкре: вăйăра çĕнтернĕ Патреккел команди.