25 января 2012 г.
Кирек мĕнле çанталăкра та алăк умне сарнă хăмасем сап-сарă çак çурт умĕнче. Хуçалăха пырса кĕрсессĕнех кунта тирпейлĕхпе тасалăха юратакан хĕрарăм пурăннине ăнланатăн. Чăннипех те типтерлĕ те чыслă хĕрарăм Клавчук аппа. Чунĕпе те таса вăл. Сăпайлă. Ырă кăмăллă. Клавдия Венедиктовнăн шăпи пĕрре те çăмăл мар. Ял ачипех çемье çавăрнă вăл. Анчах мăшăрлă пурнăç нумая тăсăлайман. Упăшки, çамрăк арăма тăватă ачапа тăлăха хăварса, çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнă. Силленĕ вара хĕрарăма шăпа. Мĕн кăна курма тỹр килмен ăна? Юрать çумĕнче хунямăшĕ, ырă чунлă ватă пулнă. Иккĕшĕ пурнăç сулăнчăкĕсемпе вăй çитнĕ таран кĕрешнĕ. Çуртра арçын çук хĕрарăм анчах пĕлет-тĕр нуши-тертне. Суха пуç тытасси кăна мĕне тăрать? Кама йăлăнмалла? Ачисем пĕчĕк. Клавчук аппа тăван колхозра вăй хунă. Чылай çул чăх-чĕп ферминче тăрăшнă. Пĕчĕк чĕпсем кỹрсе килсен пĕр канăç курман. Çав вăхăтра асламăшĕ хỹттинчи ачисем те амăшĕн ăшшине кĕтнĕ. Вут çинчи пек ăшталаннă хĕрарăм. Клавчук аппа ал ăсти. Хăй ĕмĕрĕнче миçе çухрăм çăм арласа алса-нуски çыхман-ши? Качча каякан ял хĕрĕсене шăтăкласа тĕрлĕ япала çĕлесе панă. Тĕрри-çакки те чĕрĕ чечексем пек курăнаççĕ унăн. Тутăр, саппун, алăк карри е минтер пичĕ, вырăн çи витти миçе тĕрленине те шутран кăларнă ĕçчен хĕрарăм. Пуçри шухăшсене ĕçпе пусарнă. Ывăл-хĕрĕсене те тирпейлĕхе вĕрентнĕ. Ачисем пурнăç çулĕ çине тухнă. Асли _ шут ĕçченĕ, иккĕмĕшпе тăваттăмĕш хĕрĕсем - медицина работникĕсем. Ывăлĕ те тĕрĕс те тỹрĕ çулпа малалла талпăнать. Ватлăх енне сулăнсан тăлăх арăмăн пурнăçĕ кăштах яка çулпа чупма пуçланă. Чуна чĕрĕлĕх кĕнĕ. Ачисем сывă, мăшăрлă. Тата мĕн кирлĕ ват çынна? Праçникре е хуçалăхра хĕрỹ ĕç пынă вăхăтра ывăл-хĕрĕсем амăшĕ патне çитнĕ. Хапха умĕнче çăмăл машинăсем чарăнсан, мăнукĕсем "бабушка" е "мамай" тесе чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеçсем пек шăкăлтатнине илтсен амăшĕн чĕри савăнăçпа тулнă. Ачисем те маттур амăшĕпе савăннă. Хăй вăхăтĕнче ĕçре хастар пулнăшăн ăна парнесем, тав хучĕсем нумай панă. Ял çинче хисеплĕ çын Клавчук аппа. Анчах нумая тăсăлман амăшĕн савăнăçĕ. Часах хĕвел хура пĕлĕт хыçне пытаннă. Пурнăç урапи тикĕс вырăнтах темрен такăннă. Пĕр шелсĕр çавăрса çапнă хĕрарăма сулăнчăка. Шухăш çине шухăш, инкек çине инкек. Мĕншĕн куккук сахал авăтнă-ши вăталăх хĕрĕшĕн? Пуçа çĕклейми хуйхă ураран ỹкернĕ Клавчук аппана. Унтан кĕçĕн кĕрỹшĕ вилнĕ. Каллех куççулĕ шăпăртатать. Пуçа ăçта чикмеллине те пĕлеймĕн ку чухне. Лăпланса пурăнма майĕ те çук. Нумаях та вăхăт иртмест, мăнукĕ çамрăклах çĕре кĕрет. "Епле чăтмалла тулĕк? Çапах пурăнмалла-çке, ытти ачасемшăн пурнăçа малалла тăсмалла",_ çĕрĕпе куç хупаймасть амăшĕ. Инкекĕн ури вăрăм пулсассăн та шав малалла тинкерет хĕрарăм. Анчах... Нумаях та вăхăт иртмест, аслă хĕрĕ йывăр чирлесе ỹкет. Саппун умĕ типмест амăшĕн. Кỹршĕ ялпа тăван ял хушшине куллен утăмпа виçет хĕрарăм. Епле те пулсан хĕрне лăплантарасшăн, пулăшасшăн вăл. Клавчук аппа çил вĕрмесĕрех сулăнакан пулчĕ. Инкек килсен чул та çунать теççĕ. Амăшĕн чĕри мĕнле чăтнине вара Клавчук аппа хăй кăна пĕлет. Ĕмĕрĕпе никама та сив сăмах каламан, çын çине ăшă куçпа пăхакан Клавчук аппа, пурăн, ырра шан...