25 января 2012 г.
Наркомани _ наркотик хатĕрĕсемпе тăтăш усă курма хистекен, малтанлăха вăхăтлăх анратса хавхалантаракан чир. Вăхăт иртнĕ май вара вăл этеме вилĕм патне илсе çитерет. Наркотике хăнăхнине ытларах чухне пурнăçри, çемьери йывăрлăхсемпе е чăрмавсемпе çыхăнтараççĕ: пĕр-пĕрне ăнланманни, час-часах кỹрентерни, киревсĕр юлташсемпе çыхланни, юратупа тимлĕх çитменни... Ырă пурнăçра иртĕхни те киревсĕр çулпа утма пулăшать. Класс ертỹçи Людмила Валентиновна Маркова пире пирус, эрех-сăра, наркотик сиенĕсем çинчен, вĕсем çыннăн ăс-тăнне хавшатса этеме вилĕм патне илсе çитерни пирки час-часах каласа парать. Çакăн евĕр калаçусем ачасене ырра вĕрентеççĕ, сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнма, киревсĕр йăласенчен аякра тăма хистеççĕ.