Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллев - граждансен тата патшалăх интересĕсене хỹтĕлесси

14 января 2012 г.

 I Петĕр указĕпе килĕшỹллĕн 1722 çулхи кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççей Прокуратурине туса хунă. Тĕп задачăсен шутĕнче саккунсăрлăха тата йĕркесĕрлĕхе чарса лартасси, правосудие çул уçасси, взятка парассине тата илессине хирĕç вирлĕн кĕрешесси пулнă. Сенатăн генерал-прокурорĕ пулма император Павел Иванович Ягужинский графа шаннă. Раççей прокуратури император ячĕпе пур учрежденисен ĕçĕ-хĕлне, вĕсем саккунлăха мĕнле пăхăннине асăрхаса тăракан орган пулнă. Генерал-прокурор палăртнă функцисене пурнăçланă чух Сенат саккуна мĕнле пăхăннине тата император указĕсене мĕнле пурнăçланине те асăрхаса тăнă. Саккунсене улшăну кĕртнĕ хыççăн ХХ ĕмĕрте прокуратура патшалăхăн хăй тĕллĕн ĕçлекен органĕ шутланнă. Çĕр-шывра "Раççей Федерацийĕн прокуратури çинчен" саккун йышăннă май, 1992 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнчен прокуратурăн ĕçĕ-хĕлĕ ансатланнă. Прокуратурăна граждансем саккуна мĕнле пăхăннине асăрхаса тăрас, хуçалăх ĕç-хĕлне хутшăнас тивĕçĕсем чакнă. Çав вăхăтрах этемĕн, гражданинăн прависемпе ирĕклĕхĕсене хỹтĕлессине асăрхаса тăрасси çирĕпленнĕ. 1993 çулта йышăннă Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 129 статйинче прокуратура органĕсен тытăмне пĕр пĕрлĕхлĕ тăвас тата централизацилес принцип çирĕпленнĕ. Самана улшăнса пынă май прокуратура умĕнче тăракан тĕллевсем çулсеренех кăткăслансах пыраççĕ. Пысăк калăпăшлă реформăсем, наци проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пыни прокуратура ĕçченĕсенчен асăрхава пахалăхлăрах пурнăçлама, демократиллĕ патшалăха ăнăçлăн аталантарасси çине витĕм кỹме хистеççĕ. Хальхи вăхăтра прокуратура ĕçченĕсем информацие уççăнрах тăвасси, тĕрлĕ саккунлăхпа çыхăннă ĕç-хĕле массăллă информаци хатĕрĕсенче анлăн çутатасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Прокуратура ĕçченĕсем граждансен прависене хỹтĕлес ĕçе пысăк тỹпе хывнисĕр пуçне патшалăх интересĕсене хỹтĕлеççĕ, терроризмпа экстремизм палăрăмĕсене, коррупципе çыхăнннă преступленисене хирĕç кĕрешессине йĕркелесе пыраççĕ, преступноçа хирĕç кĕрешнĕ май право хуралĕн ĕçне координацилеççĕ тата ытти те. Яваплăх туйăмĕ, тĕрĕслĕхшĕн çине тăрасси, принциплăх _ прокуратура ĕçченĕсен тĕп тивĕçĕ. Паянхи кун район прокуратуринче В.Николаев прокурор, прокурор çумĕ, прокурор пулăшуçи О.Гаусман, 1-мĕш разрядлă аслă специалист Л.Доброхотова, В.Пчелов водитель тăрăшаççĕ. Коллектив туслă, шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа, пахалăхлă пурнăçлать. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн прокуратури 290 çул тултарнине паллă турĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика