Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă шăл - кулленхи тасалăх

11 января 2012 г.

 Шăлсене, унăн тунисене кашни кун таса тытни шăл чирĕсене 75-80 процент чакарать. Шăлсене кунне иккĕ: ирхи тата каçхи апат çинĕ хыççăн тасатмалла. Кунсăр пуçне кашни çимессерен апат юлашкисене шывпа чỹхесе тăкмалла, шăл хушшисене каяшсенчен тасатмалла. Шăл сывă пуласси апат-çимĕçрен те нумай килет. Ун çинчи лаймакасене тасатма тата шăл тунисене çирĕплетме кашни кун хытă апат: пан улми, кишĕр, купăста чĕрĕлле çимелле. Ытлашши углевод та шăлсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Кулленхи рационта кальци пулмалла. Вăл мăйăрта, симĕс пахча çимĕçре, сĕтре, унран тунă юр-варта нумай. Апат температури ытла вĕри те, ытла сивĕ те пулмалла мар. Вĕри апат çинĕ хыççăн сивĕ шыв ĕçсен шăл эмалĕ çурăлать, кариес пуçланасси патне илсе пырать. Шăл туни çăвара микробсем ересрен сыхлать. Унăн тунинчен юн тухсан, шыçăнса тăрсан çăвартан ырă мар шăршă кĕрет. Çакă шăлсене тата шăл тунисене лайăх тасатманнипе çыхăннă. Пирус туртакансен е витаминсем çитмесен те çăвартан ырă мар шăршă кĕрет. Фтор та шăлсемшĕн кирлĕ апат шутланать. Çавăнпа та фторлă пастăсемпе е элексирсемпе усă курмалла. Паллах, ытлашши усă курма юрамасть. Çулталăка икĕ хутчен шăл тухтăрĕ патĕнче пулни шăлсене сывă упрама пулăшĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика