Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул илемĕ асра юлать

11 января 2012 г.

 Ĕнер район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый районта Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсем вăхăтĕнчи кану кунĕсем мĕнле иртни çинчен каласа пачĕ. Çак вăхăтра районта инкек-синкек, пăтăрмах таврашсем пулманпа пĕрех. Ку вăл районта кану кунĕсенче ятарлă службăсем сыхă тăнипе тата тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем яваплăха туйса ĕçленипе те çыхăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ çакăншăн вĕсене тав турĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе иртнĕ çулхи раштавăн 15-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕччен урамсене, çуртсене, тĕп лапамсене Çĕнĕ çул илемĕ кĕртес енĕпе конкурс ирттернĕ. Канашлура унăн итогĕсене пĕтĕмлетрĕç. Предприятисемпе организацисем хушшинче "Россельхозбанкăн" районти уйрăмĕ, техника инвентаризацийĕн бюровĕ, юсавпа техника предприятийĕ, "Атăл çинчи МРСК" _ "Чăваш-Энерго" филиалĕн Елчĕк районĕнчи электричество сечĕ, шкулсем хушшинче Елчĕкри, Аслă Елчĕкри, Чăваш Тăрăмĕнчи, Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсем хăйсен çурчĕсене, умĕсене Çĕнĕ çул илемĕ кĕртес енĕпе чи лайăх ĕçлекенсем пулнă. Асăннă коллективсене район администрацийĕн Тав çырăвĕсене пачĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта вĕренекен Федор Горшкова уйрăммăн палăртса, хăйĕнчен карас телефонĕ парса чыс турĕ. Шкул ачи хăйсен килĕ умĕнче Хĕл Мучипе Юр пике кỹлеписене юртан купаласа ял çыннисене илĕртмелле хитрелетнĕ. Раççей Федерацийĕн ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ В.Волков кану кунĕсенче право йĕркисене мĕнле пăхăнни çинче чарăнса тăчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин "Елчĕк ен" хаçатăн иртнĕ çулăн юлашки номерĕнче пичетленнĕ "Ăнланманлăх ан пултăр" статьяпа паллаштарчĕ. Унăн авторĕ _ Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ И.Левый обществăпа патшалăх, халăхпа влаç органĕсем пĕри тепĕрне ăнланманлăх пуррине палăртать, çак ăнланманлăха пĕтерес тесе хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин статьяра паянхи куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатнине, вĕсене татса парассипе хăйĕн шухăшне палăртрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика