Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹсĕм пулмаллах

28 декабря 2011 г.

Ленин ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре хăш-пĕр улшăнусем пурри шанăç парать. Хальхи вăхăтра Аслă Елчĕкри ĕне ферминче пурĕ 360 пуç, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 86 пуç ытларах мăйракаллă шултăра выльăх шутланать. Сăвакан ĕнесен хисепне 95 пуçран 100 пуçа çитернĕ. Кĕтĕве çĕнетес шутпа кĕркунне "Прогресс" акционерсен хупă обществинчен 40 пуç ăратлă пушмак туяннă. Ял хуçалăх предприятийĕнче сĕт суса илесси, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 5 процент, аш-какай туса илесси 3 процент ỹснĕ. Кашни ĕнерен сĕт сăвасси иртнĕ çулхинчен 2,7 килограмм ỹснĕ. Çак ырă улшăнусем, паллах, хуçалăх ертỹçи Валерий Падуев тăрăшнипе, ферма коллективĕпе унăн заведующийĕ Владимир Чернов палăртнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн тăрăшса ĕçленипе пулнă. Кĕркунне, витесене хĕле хатĕрленине тишкернĕ вăхăтра, фермăра юсав ĕçĕсем каярах юлнине, выльăх пăхакансем, специалистсем çитменнине пула витесем таса мар пулнине асăрханă пулсан, халĕ ырă улшăнусем пурри фермăна пырса кĕрсенех курăнать. Ĕнесене ятарлă уйрăмра пăрулаттараççĕ. Малтанласа пăрусене ĕмĕртеççĕ е ĕмкĕчпе ĕçтереççĕ. Çав тапхăрта ĕнесене алă вĕççĕн сăваççĕ. Кунта ĕçлекен Вера Чернова ĕç вырăнне тирпейлĕ, таса тытать. Кашни кунхи сăвăма йĕркелессишĕн яваплă Петр Чернов вакуум-насус, сĕт сăвакан аппаратсем пĕр тикĕс ĕçлетчĕр тесе тăрăшать. Антонина Кантеева, Оксана Мартынова, Любовь Афанасьева, Анастасия Терехина дояркăсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени палăрать. Малашне, пушмаксем пăрулама тытăнсан, икшер сменăпа ĕçлеме калаçса татăлнă. Зинаида Долгова, Зоя Горшкова тата Валентина Петрянкина пăру пăхакансем те хăйсене çирĕплетсе панă çамрăк выльăхсене юратса пăхни паллă:апачĕ умран татăлмасть, вĕсен айĕ таса, вите ăшă. Вĕтетнĕ улăмпа сенажа, пурă çăнăхне хутăштарса валеçсе пама АКМ-9 сместительпе усă курни апата нумай перекетлеме май парать. Владимир Майковпа Олег Патшин механизаторсем апат валеçеççĕ, вĕсемех тислĕке кăлараççĕ. Кăçалхи юпа уйăхĕнчен пуçласа фермăра ветеринари тухтăрĕн тата осеменатор тивĕçĕсене Владимир Казначеев пурнăçласа пырать. Вăл хăйĕн кулленхи тата малашнехи ĕçĕсене ветеринари пункчĕн заведующийĕпе Виталий Афанасьевпа канашласа пурнăçа кĕртсе пырать. Фермăри витесенчи тасалăха, микроклимата кирлĕ пек тытса тăма апат валеçнĕ вăхăтра алăксене уçса-хупса тăракан Валерий Кантеев, тислĕк кăларакан Денис Черновпа Владимир Майков тăрăшса ĕçлени те пысăк пулăшỹ кỹреççĕ. Çапах та тунă ỹсĕмсемпе лăпланса лармалла марри пуриншĕн те паллă. Хатĕрленĕ пур пек апатпа кирлĕ пек усă курмалла. Унсăр пуçне рациона жмыхпа, пурă çăнăхĕпе, тăварпа пуянлатмалла, ĕнесене мĕн чухлĕ сĕт антарнине кура умран юличчен апатпа тивĕçтерсен ỹсĕмсем тата ытларах пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика