Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ

28 декабря 2011 г.

 Раççей Федерацийĕн ШĔМĕн районсен хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ 2011 çулхи 11 уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе канашлу ирттернĕ. Çулталăк вĕçĕнче туса ирттернĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе тишкересси, малашлăх плансене палăртасси йăлара. Шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, терроризмран асăрханас тĕллевпе профилактика ĕçĕсем туса ирттернĕ. Çак тĕллевпех "Транспорт-гараж", "Пасар", "Шырав", "Динамит-баланс" "Контрафакт", "Мăкăнь" тата ытти рейдсемпе операцисем йĕркеленĕ. Асăннă тапхăрта ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тачăрах çыхăну тытса пĕрлехи профилактика кунĕсем ирттернĕ. Кăçалхи 11 уйăхра преступленисен шучĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 22 процент чакнă (2010 çулта _ 141, 2011 çулта 110 преступлени регистрациленĕ). Преступленисене уçса параслăх кăçал 95,5 процентпа танлашнă. Криминаллă полици тата общество хăрушсăрлăх полицийĕ экономика енĕпе преступленисен шучĕ чакнă. Чакнисен шутĕнче çавăн пекех хулиганла ĕçсем тăвассипе, вăрлассипе çыхăннă, йывăр тата уйрăмах йывăр, ỹсĕрле, ниçта та ĕçлемен çынсем, ушкăнпа, çул çитменнисем, обществăлла вырăнта тунă преступленисем. Маларах судпа айăпланнисем тунă, вĕлерессипе хăратнă преступленисем 3 тата 1 тĕслĕх таран ỹснĕ. Иртнĕ çул хĕрарăма мăшкăлланă 2 тĕслĕх пулнă, кăçал _ 1 тĕслĕх. Кăçал административлă право йĕркине пăхăнманшăн 3266 (2010 çулта 3647) çынна явап тыттарнă, пурĕ 856300 тенкĕлĕх штрафланă. Çав шутран суту-илỹ йĕркине пăхăнманшăн _ 14, хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн _ 136, обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн _ 449, сутас тĕллевпе алкоголь шĕвекĕ хатĕрленĕшĕн тата упранăшăн 15 çынна айăпланă. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн 2297 çын тĕлĕшĕпе протокол хатĕрленĕ. Ĕç-хĕле тишкерсе хак панисĕр, пурнăçламалли плансене палăртнисĕр пуçне канашлура ытти тĕрлĕ ыйтусене те пăхса тухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика