28 декабря 2011 г.
Çĕнĕ çул _ чи хаваслă уяв. Ăна капăрлатаканĕ тата пуянлатаканĕ _ тĕрлĕ тĕслĕ йăлтăрти теттесемлĕ симĕс чăрăш. Раштавăн 26-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп лапамри пысăк чăрăша савăнăçлă лару-тăрура уçма ача садне çỹрекенсем, Елчĕк шкулĕнче пĕлỹ илекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç. Пуçтарăннисене райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн çумĕ В.Баймушкин саламларĕ, вĕренỹре, кулленхи пурнăçра ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунчĕ. Хĕл Мучипе Юр Пике, Клоун, Тухатмăшпа Бармалей ачасене чăрăш тавра çаврăнса юрлаттарчĕç, ташлаттарчĕç, парнесемпе хавхалантарчĕç. Уяв Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче малалла тăсăлчĕ. Çĕнĕ çул юмахĕсен "Юмахра _ хăнара" фестивалĕн финалисчĕсем ачасене юмах тĕнчипе утма май туса пачĕç. Фестивальте пĕрремĕш вырăна Курнавăшри тата Елчĕкри, иккĕмĕш _ Кĕçĕн Таяпари, виççĕмĕш вырăна Патреккелĕнчи çамрăк артистсем йышăнчĕç.