28 декабря 2011 г.
Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Елчĕкри Кооператив урамĕнче вырнаçнă çуртра (халăхра ăна "упа тирĕ" ят панă) "Прогресс" АХОн "Восторг" лавкки уçăлчĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма "Прогресс" АХО директорĕпе ĕçченĕсем, Елчĕк район администрацийĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Е.Михайлова тата тавар туянакансем хутшăнчĕç. Евгения Николаевна пуçтарăннисене ăшшăн саламланă май кашнинех ырлăх-сывлăх сунчĕ, çывхарса килекен уявсен ячĕпе саламларĕ, "Прогресс" АХО ертỹçине П.Скворцова тата ытти ĕçченсене малашне те пысăк тăрăшулăхпа тата ăнăçупа ĕçлеме сĕнчĕ. Салам сăмахĕсен çумне П.Скворцов та хутшăнчĕ. Тĕпрен юсаса çĕнетнĕ лавккаран çак кун халăх татăлмарĕ тесен те йăнăш мар. _ "Прогресс" хуçалăхăн лавккине эпир хаваспах çỹретпĕр. Мĕншĕн тесен кунта тавар хакĕ самай йỹнĕ, ассортимент пысăк. "Прогресс" хуçалăхăн чи паха сортлă сĕтне, сăмахран, 16 тенкĕпе, çăмартана 4 тенкĕпе, çăкăр-батона 14 тенкĕ те 70 пуспа туянма пулать. Лавккара сутăнакан таварăн ытларах пайĕ "Прогресс" АХОн таварĕсем: вăл хатĕрлекен пахалăхлă кăлпассине, аш-какая, фарша, улма-çырлана, пахча çимĕçе, пыла савăнсах илетпĕр. Маларах ашран хатĕрленĕ таварсене туянма хуçалăхăн "Органика" лавккине çỹреттĕмĕрччĕ пулсан, çакăн евĕр лавкка хамăрăн урамра уçăлнăшăн эпир питĕ хавас, _ кăмăллăн пĕлтереççĕ тавар туянма пынисем. Лавккара Чăваш Республикинче туса кăларнă таварсем анчах сутăнаççĕ. "Акконд", "Маслосырбаза "Чувашская", "Елчĕкри сыр туса кăларакан завод", "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" АУОсем, "Чувашхлебопродукт" ПУП тата ытти предприяти-организаци кăларакан таварсене халăх хапăлласах туянать.