28 декабря 2011 г.
Çĕнĕ çул умĕн Елчĕк шкулне çĕр-шывăн тĕп хулинчен савăнăçлă хыпар çитнĕ. Вĕсен вĕренекенĕ пулнă, Елчĕкре çуралса ỹснĕ Роберт Петрович Баранов Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен Генеральнăй штабĕн Çар Академийĕнче доктор диссертацине ăнăçлă хỹтĕленĕ. Роберт Баранов 1992 çулта Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă, çав çулхинех Ленинград хулинчи Михайловск çар артиллери академине вĕренме кĕнĕ, 1997 çулта çар инженерĕн дипломне алла илнĕ. Унăн малаллахи служби наука-тĕпчев ĕçĕпе çыхăннă. 2002 çулта кандидат диссертацине хỹтĕленĕ, 2007 çулта доцент ятне илнĕ, 2011 çулхи çурла уйăхĕнче полковник званине панă. А.Грибова, Л.Молодова, Г.Ястребов, И.Ястребова тата ытти вĕрентекенсем Роберт Баранов çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ, творчествăра çĕнĕ ỹсĕмсем тума ырлăх-сывлăх сунаççĕ.