24 декабря 2011 г.
Елчĕк район сучĕн приговорĕпе "Дорсервис" ООО генеральнăй директорне Владимир Анатольевич Жестянкина РФ Уголовнăй Кодексĕн 159-мĕш статйин 4 пайĕпе килĕшỹллĕн айăпланă пулнă. В.А.Жестянкин сахал яваплă обществăн пĕртен-пĕр учредителĕ тата директорĕ пулнă май, служба вырăнĕпе усă курса хапсăну çулĕ çине тăнă, пысăк суммăлăх укçа-тенке кĕсйине пĕтĕрсе чикнĕ. Ăна Чăваш Республикин бюджетĕнчен Элекçей Тимешри Завод тата Тĕп урамсене автомобиль çулĕ тума уйăрнă пулнă. 2009 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе В.В.Сайкинпа муниципалитет контрактне çырнă. В.А.Жестянкин раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче ĕçе пурнăçлани çинчен суя акт çырса хатĕрленĕ, ăна Елчĕк ял тăрăхне тăратнă. 4329 пин тенкĕпе "Дорсервис" ОООн кредит парăмĕсене татнă, налуксене, предприятин ытти ĕç-хĕлĕшĕн тỹленĕ. В.А.Жестянкинăн преступлениллĕ ĕç-хĕлне пула республика бюджечĕ пысăк тăкак тỹснĕ. Суд айăпланакана пилĕк çуллăх тĕрĕслев вăхăтне палăртса пилĕк çуллăха условнăй майпа ирĕксĕрлĕхсĕр хăварма йышăннă. Çапах район прокуратурине çак çемçе наказани тивĕçтермен, вăл суд йышăнăвĕпе килĕшмесĕр ăна пăрахăçлама ыйтнă. Кассацие Чăваш Республикин Аслă сучĕ 2011 çулхи раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче пăхса тухнă, Елчĕк район сучĕн 2011 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнчи приговорне пăрахăçланă, В.А.Жестянкин енĕпе тĕпченĕ уголовнăй ĕçе çĕнĕрен пăхса тухма урăх суда ярса панă.