24 декабря 2011 г.
Районти культура учрежденийĕсем паянхи куна тивĕçтерекен çĕнĕ формăллă мероприятисем йĕркелес, халăх пултарулăхне, йăли-йĕркине упраса хăварас, малалла аталантарас, ял çыннисен культурăллă канăвне кирлĕ шайра ирттерес енĕпе сахал мар тăрăшаççĕ. Кăçал культура çурчĕсенче Космонавтика çулне халалланă мероприятисем сахал мар йĕркеленĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен" указĕ ĕçе кĕнĕренпе 2009 çулта районти виçĕ культура çурчĕ çĕнелсе аталанчĕ. Клубсене модернизацилени массăллă мероприятисен пахалăхне лайăхлатма май пани кулленхи ĕçрех палăрать. Çĕнĕ технологисемпе ĕçлеме пуçланăранпа Елчĕкри культурăпа кану, Курнавăшри информаципе культура центрĕсенче, Патреккелти культура çуртĕнче çĕнĕ кружоксем уçăлчĕç. Тỹлевлĕ, халăх кăмăлне килекен мероприятисене çынсем ытларах çỹреме пуçлани куç умĕнче. Кĕске вăхăт хушшинчех Елчĕкри "Туслăх" ушкăн районта палăрчĕ. Чăваш, вырăс халăх юррисене юрлакан ушкăна тавра ялсенчи пенсионерсем пысăк хастарлăхпа çỹреççĕ. Хальлĕхе районта çĕнетнĕ культура учрежденийĕсем виççĕ пулни те паха. Ыттисем те ятарлă оборудованипе, çутăпа сасă аппаратурипе, костюмсемпе тивĕçтерессе шанса культура çурчĕсене çĕнетсе юсарĕç. Аслă Пăла Тимешри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Аслă Елчĕкри культура çурчĕсем çĕнĕлле пурăнма тата ĕçлеме хатĕрленсе çитнĕ. Кунта тĕплĕ юсавсем хыççăн культура учрежденийĕсене çĕнĕ сăн кĕнĕ. Пурте çĕнĕ шухăш-тĕллевсене ĕçе кĕртес тесе тăрăшаççĕ. Культура ĕçченĕсем ял халăхĕ валли Çĕнĕ çул уявĕнче мероприятисем йĕркелес тесе тимлеççĕ.