24 декабря 2011 г.
Чăваш халăх поэчĕн Яков Ухсайăн 100 çулхи юбилейне Чăваш Енре çеç мар, республика тулашĕнче те анлăн паллă турĕç. Уяв каçĕсем унăн тăван çĕрĕнче _ Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче, Ĕпхỹре, çĕр-шывăн тĕп хулинче Мускавра иртрĕç. Юбилей ахрăмĕ юлашкинчен Шупашкара капланса çитрĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев уяв тĕлне ятарлă хушу кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн республикăра тĕрлĕ ĕç туса ирттернĕ: нумаях пулмасть аслă поэтăмăрăн "Самана" кĕнеки (суйласа илнĕ хайлавĕсем) кун çути курнă. Çавăн пекех наукăпа практика конференцийĕсем, выставкăсемпе конкурссем, фестивальсем тата пултарулăх каçĕсем йĕркеленĕ. Чăваш академи драма театрĕнче Яков Ухсайĕн 100 çулхи юбилейне халалласа уяв иртрĕ. Ăна салам сăмахĕпе ЧР культура министрĕ Роза Лизакова уçрĕ. Малалла вара ЧР Президент Администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Иванов калаçрĕ. "Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай ячĕсемпе пĕр шайра тăрать Яков Ухсай, _ терĕ Александр Степанович. _ Вăл литературăн çутă çăлтăрĕ. Поэт яланах халăхпа пĕрле пулнă, çавăнпа унăн ячĕ халăхра ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ". Филологи наукисен кандидачĕ Виталий Станьял поэт кун-çулне те, пултарулăхне те кĕскен тишкерчĕ. "14 çултах литература ани çине пуснă та вилмесĕр те тухман унтан", _ палăртрĕ Виталий Петрович. Поэтăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ пулнине каларĕ ăсчах. Пĕчĕккисемпе яш-кĕрĕм валли те, аслисем валли те нумай çырнă. Унăн лирики çав тери çепĕç. Ухсай пек тĕплĕн çырас пулсан халăх йăли-йĕркине, историне пĕлмелле. Çавăн пекех вăл ăста публицист пулнине те çирĕплетрĕ В.Станьял. Республика хаçат-журналĕнче шыва, чĕр чуна тата вăрмана хỹтĕлесе çырнă материалсем чылай пичетленĕ Яков Гаврилович. ЧР профессионал писательсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи Сергей Павлов поэт вĕрентсе хăварнине _ Тăван çĕр-шыва юратасси, халăха хисеплесси, чĕлхе пуласлăхĕ пирки шухăшласси, литература эткерне упрасси, халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетесси, общество ĕçне хутшăнасси пирки каланисене _ хальхи çыравçăсен те, пĕтĕм чăваш халăхĕн те ăша хывса пурăнмаллине палăртрĕ. Поэт юбилейне Пушкăртстанра анлă палăртнă май ПР Президенчĕ Рустам Хамитов ятарлă указ кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн республикăра тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ. ПР культура министрĕн çумĕ Рамис Алтынбаев Пушкăрстан правительстви ячĕпе салам сăмахне вуласа пачĕ. Яков Гаврилович хăй вăхăтĕнче курай сассине итлеме юратнă. Çавна шута илсе сумлă хăнасем çак музыка инструментне ЧР Президенчĕ валли парнелĕх илсе килнĕ. Рамис Раисович вара чăтса тăраймарĕ, курай каласа залри халăха саламларĕ. ПР писательсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи Кадим Аралбаев çыравçăсен хушшинчи туслăха малашне те çирĕплетмеллине аса илтерчĕ. 1996 çултанпа Пелепейре "Хавхалану çăл куçĕсем" поэзи фестивалĕ иртет. Унта вырăнти тутар, чăваш, пушкăрт, вырăс поэчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Вĕсен хайлавĕсене пухса каярахпа "Асамат кĕперĕ" кĕнеке те кăлараççĕ. Чи маттуррисем вара Фатых Карим премине тивĕçеççĕ. Çак уява Чăваш Енри сăмах ăстисем те хутшăнаççĕ. Кадим Аралбаев хăй килĕнчи вулавăшран "Семь голосов" кĕнеке илсе килнĕ. Ăна 1969 çулта Мускавра кăларнă. Совет саманинчи çичĕ наци поэчĕн сăвви-юрри кĕнĕ унта, çак шутра Ухсайăн та. Кĕнекене çыравçă поэтăн хĕрне Ольга Яковлевнăна пачĕ. Уяв савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ.