24 декабря 2011 г.
Арçынсенчен чи ватти Ирхи апат çинĕ хыççăнах Санька пичче ăшăрах тăхăнса картишне тухрĕ. Çĕрĕпе çунă юр картишне, хапха умне аван хулăн лартса хунă. Йывăç кĕреçе илсе 88 çулхи ĕçпе вăрçă ветеранĕ тротуара юртан тасатрĕ, унтан шăлса тирпейлерĕ, аслă урама тухмалли çула уçрĕ. Вăй çитнĕ таран кил картинче кăштăртать Александр Дмитриевич. Халĕччен сывлăхĕ пит аптăратман-ха ăна. Больницăсене те çỹремен, санаторисенче те канса курман. Мăшăрĕ урисем ыратнипе нушаланнăран кил хушшине пит тухсах çỹреймест. Арçын вара умри пусăран шыв ăсса кĕрет, качакине тăрантарать. Нина аппа ытларах мăшăрне çемçе те тутлă апатпа сăйлама кăмăллать, кил-çуртри хăтлăхшăн тăрăшать. Качакине суса кĕрсенех ăшă сĕт ĕçеççĕ ватăсем. Паха продукт чĕре сури вĕсемшĕн. Çавăнпах "шур сухала" картишĕнчен кăлармаççĕ. Халĕччен картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă харсăр çынсем. Нимĕн тумасăр ларса ал-урана хытарасшăн мар ватăсем. Вĕсене хулари хваттер те илĕртмест. Тăван тăрăх илемĕ, сывлăшĕ малашлăх кунĕсене пилленине туяççĕ вĕсем. Нина Андреевнăпа Александр Дмитриевич Пчеловсемшĕн чỹк уйăхĕ пурнăçри чи палăрăмлă уйăхсенчен пĕри. Çавăнпа та вĕсем тулли те тухăçлă кĕркуннене пит кĕтеççĕ. Иртнĕ уйăхăн 21-мĕшĕнче вĕсем çемье çавăрни 64 çул çитрĕ. Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ калашле, çак çулсем хушшинче кашăк-тирĕкĕ шакăртатса илесси те пулнă пулĕ, мĕнле-ха унсăрăн, çапах та пĕр-пĕрне сумран кăларман, хисепленĕ. _ Çỹл тỹпери çич çăлтăрăн ытамĕнче киленсе çỹремен эпир, пире тăвансем тупса панă. Пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштернĕ те качча тухнă. Ĕлĕкхи чылай хĕрĕн шăпи çапла килсе тухнă,- тет Нина Андреевна. Унтан сăмах çăмхине малалла сỹтсе: _ Ỹпкелешместпĕр Турă пĕрле пурăнма пỹрнĕшĕн. Пирĕн пек ултă теçетке çул ытла пĕрле килĕштерсе пурăнакансем районта пит нумаях та мар-тăр. Çамрăклах нушине самаях ас тиврĕмĕр пулсан та кăштăртатса çỹретпĕр. Мухтав Турра. Хăлхи пит çивĕчех мар кил хуçин. Çавна май мăшăрĕ Александр Дмитриевичпа сасă хăпартса калаçать: _ Çапла. Пурнăçа ỹпкелешмелли çук пирĕн. Кун пек пурнăçа тĕлĕкре те тĕлленмен. Пит лайăх пурăнатпăр халĕ. Патшалăх ветерансене пысăк тимлĕх уйăрать,- калаçăва хутшăнать Санька пичче. Ăшшăн калаçса ларнă май ватăсене утса тухнă анлă сукмакăн асран тухман çулĕсене аса илтерес килчĕ. Ачалăхпа çамрăклăх, каярахри пурнăç çулĕ çăмăлпа килмен пулсан та иртнине асамлăн аса илеççĕ ватăсем. Çỹçĕсем кăвакарнă, ỹт-пỹ ватăлса пĕркеленнĕ, сывлăх хавшанă пулсан та чун-чĕре нихăçан та ватăлманнине сисетĕн вĕсем çине тинкерсен. Епле ăшшăн пăхать мăшăр пĕр-пĕрин çине. Ĕмĕрлĕх тĕрев, пурнăç юлташĕ пулса тăнă-çке вĕсем. Çемье телейĕ _ килĕшỹре ...Исемпел каччи çичĕ класс пĕтернĕ. Малалла пĕлỹ илес тесе Патăрьелĕнче ял хуçалăх шкулне вĕренме кĕнĕ. Пĕр çул вĕреннĕ хыççăн 18 çулхи йĕкĕте вăрçа кайма ят тухнă. Вăрçăн асаплă çулĕ таçта та илсе çитернĕ çỹллĕ те патвар каччăна. Ленинград блокадинче тăватă уйăх асапланнă. Ĕнерхи фронтовик салтаксем нушаланнине мар, хула çыннисен терт-асапне аса илсен халĕ те куççульне тытса чараймасть. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче зенитлă артиллери дивизионĕн салтакне алăран амантаççĕ. Госпитальтен сывалса тухсан рядовой Балтика тăрăхĕнче çапăçать. Ку вăхăтра вăл связист специальноçне алла илет. Польша, Чехословаки, Германи çĕрĕсем çинчи фашистсене тĕп тунă çĕре хутшăнать ентешĕмĕр. Çĕнтерĕве Кенигсбергра кĕтсе илет вăл. 1945 çулхи юпа уйăхĕнче тăван яла таврăнать. Унăн кăкăрне "Хăюлăхшăн", "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн", "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн" медальсем тата ытти наградăсем илем кỹреççĕ. Мирлĕ пурнăçра çанă тавăрса ĕçе пуçăнать ĕнерхи салтак. Малтанах Ворошилов ячĕллĕ хуçалăхра тырă пуçтарас яваплă ĕç шанса параççĕ ăна. Унтан хуçалăхра снабженец та, склад заведующийĕ те пулса тăрăшнă. Пенсие райпо системинчен тухнă. Вăл вăхăтра Александр Дмитриевич Аслă Пăла Тимешĕнчи пекарьнăра ĕçленĕ. Нина Андреевна та ĕç ветеранĕ. Вăл тăван хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Пенсие тухиччен ултă çул больницăра санитаркăра тăрăшнă. Тирпейлĕхĕпе, типтерлĕхĕпе, сатурлăхĕпе палăрнă вăл ялта. 1947 çулхи кĕркунне авланнă А.Пчелов. Патреккелти чи маттур та илемлĕ, сăпайлă та ĕçчен пикене _ Нина Борисовăна _ качча илнĕ. Хĕр вăрçă вăхăтĕнче ыттисем пекех вăрман каснă, хирте тар тăкнă... Йышлă çемьере асли пулнă май йывăрлăхсене самаях астивнĕ Нина. Çемье çавăрни çĕр çинчи чи пысăк телей тесе шутлать паян 88 çулхи Санька пичче. _ Çавăн пекех мăшăрăм мана пилĕк ача парнелерĕ. Пĕринчен тепри маттур та пултаруллă, сывлăхлă, _ тет арçын кăмăллăн. Çапла, ачисем хисеплесе те юратса пăхаççĕ ашшĕпе амăшне. Яла кашни икĕ эрнере черетпе килсе тăраççĕ. Çулла вара мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем çарран чупаççĕ çеремлĕ картишĕнче. Савăнаççĕ ачисемпе, мăнаçланаççĕ мăнукĕсемпе Пчеловсем. Мухтанмалăх пур чăннипех. Аслă ачисем ĕмĕрĕсене тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пенсие тухнă. Кĕçĕнни, авă, Болгаринчех пурăнать пулсан та кашни çулах тăван тăрăха килсе каять. Унти, Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти мăнукĕсем аслă пĕлỹллĕ, сумлă ятсем илнисем те пур. Вĕсем ватăсене самантлăха та манмаççĕ. Карас телефонĕ кашни сехетрен тенĕ пек шăнкăртатса тăрать. Ял çинче ĕçпе, сăпайлăхпа чапа тухнă Пчеловсем вăхăтĕнче инкек-синкекне те ас тивнĕ. Пĕр çулхине вĕсем пушарта нимсĕр тăрса юлнă. Çапах та хуçăлса ỹкмен, çĕнĕ пỹрт лартнă. Пилĕк стеналлă йывăç пỹртре пилĕк пĕр тăвана хăйсен ăшшине, ĕçченлĕхне, сăпайлăхне пиллесе, туй-çăнăхта кĕрлеттерсе хулана ăсатнă. "Ачасем ĕмĕрĕпе ашшĕпе амăшĕ çумĕнче лараймĕç ĕнтĕ. Вĕсен пурнăç малалла. Кашнийĕшĕ хăйсем ăшă йăва çавăрнă. Эпир вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Ачасем хулана чĕнеççĕ. Хула вара пире валли мар, пирĕн шăпа ялпа çыхăннă",- теççĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕсем пурнăçа юратнине пытармасăр. Вĕсем тĕнчери, çĕр-шыври, районти хыпарсемпе кăсăклансах тăраççĕ, хаçат нумай вулаççĕ, телевизорпа паракан кăсăклă передачăсене сиктермесĕр пăхаççĕ. Çав вăхăтрах Нина аппа псалтыре те алăран ямасть...