Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрист тỹлевсĕр пулăшĕ

24 декабря 2011 г.

Журналистсен ыйтăвĕсем çине Чăваш Республикин юстици министрĕ Н.Прокопьева хуравлать. _ Надежда Викторовна, паянхи кун халăха тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйтăва час-часах çĕклеççĕ. Чăваш Республикинче пурăнакансем хăш енĕпе пулăшу илме пултарнине ăнлантарсамăр. _ Тĕрĕсех. Халăха тỹлевсĕр право пулăшăвĕпе тивĕçтересси пирĕн республикăра çивĕч ыйтусен шутĕнче. Çак пулăшу паянхи саманара кашни утăмрах кирлĕ, мĕншĕн тесен право нормисене пĕлмесĕр е унпа усă курмасăр нихăш сферăра та малалла утăм тăваймăн. Çавăнпах ĕнтĕ патшалăх йывăр лару-тăрури тата сахал тупăшлă çемьесене социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерес, асăннă категорисенчи çынсене тỹлевсĕр право пулăшăвĕ парас тĕллеве мала хурать. Çак пулăшу тĕрлĕ енлĕ. Кунтах консультацисем йĕркелесси, документсен проекчĕсене тата тавăç заявленийĕсене хатĕрлесси, гражданла тата уголовнăй судсен ĕçĕсенче граждансен интересĕсене хỹтĕлесси, "çавра сĕтелсем", право сехечĕсем йĕркелесе правăпа çыхăннă ыйтусене сỹтсе явни, вырăна тухса ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса правăпа çыхăннă ыйтусене хуравлани кĕрет. _ Паянхи кун граждансен хăш категорисенчи çынсем тỹлевсĕр право пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ? _ Федерацин "Раççей Федерацийĕнчи адвокат ĕçĕ-хĕлĕ тата адвокатура" çинчен калакан саккунĕпе килĕшỹллĕн, адвокатсем халăхăн социаллă хỹтлĕхсĕр сийне кĕрекен çак категорисенчи çынсене тỹлевсĕр юрист пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ: сахал тупăшлă граждансене, тавăç тăратакансене (алимент шыраса илессипе, тăрантарса усракана çухатнипе çыхăннă сиене саплаштарассипе, ĕçре сусăрланнипе е урăх сăлтавпа сывлăх хавшанипе çыхăннă ĕçсенче), Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене, политика репрессийĕсенчен сиен тỹснĕ Раççей Федерацийĕн гражданĕсене, пенсионерсене, правăна пăснăран çул çитменнисен ятарлă учрежденийĕсенче тăракансене тата ыттине те. Граждансен ирĕкĕсене туллин хỹтĕлес тĕллевпе Чăваш Республикин Адвокатсен палати çумĕнче 2006 çултанпа халăха право пулăшăвĕпе тивĕçтерекен "Правовая среда" йышăну пỹлĕмĕ ĕçлет. Унта тăрăшакан опытлă адвокатсем халăха тỹлевсĕр консультаципе тивĕçтереççĕ, граждансем валли право докуменчĕсен проекчĕсем хатĕрлеççĕ. Халăха право ыйтăвĕсемпе йышăнмалли пỹлĕмĕн ĕç йĕрки "Советская Чувашия" хаçатра пичетленет е унпа Адвокатсен палатин сайтĕнче паллашма пулать. Вулакана унăн адресĕпе телефон номерне те пĕлтерер: Шупашкар хули, Николаев урамĕ, 19-мĕш çурт (маларах 57-13-32 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлмелле тата çырăнмалла). _ Тỹлевсĕр право пулăшăвĕпе усă курма ирĕк пур граждансен адвокат патне мĕнле документсемпе пымалла? _ Право пулăшăвĕ илес текенсен çак документсем пулмалла: паспорт е Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине ĕнентерекен урăх документ, çемье сахал тупăшлисен шутне кĕнине çирĕплетекен справка (ăна çемье пурăнакан вырăнти халăха социаллă хỹтлĕх паракан уйрăмра илмелле). Çавăн пекех гражданин статусне палăртакан документсем _ Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕн удостоверенийĕ, политика репрессийĕнче хур тỹснине ĕнентерекен справка, çул çитменнисем (е вĕсен интересĕсене хỹтĕлекенсем те кĕреççĕ кунта) ятарлă профилактика учрежденийĕсенче тăнине çирĕплетекен справка. _ Эсир асăннă хăш та пĕр хутсене пуçтарса хатĕрлесси вăхăта вăраха тăсать. Юрист пулăшăвĕпе усă курса ыйтăва кĕске вăхăтрах татса памалла чухне çакă пысăк чăрмав кỹрет. Тỹлевсĕр пулăшупа усă куракансен ĕçне ансатлатас тата вăхăтне перекетлес, пуçтармалли кирлĕ документсен шутне чакарас тĕллевпе çăмăлрах майсем йышăнма палăртман-и? _ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çак документсен списокне улăштарассипе ĕçлет. Çавна май ку енĕпе йышăну проектне хатĕрленĕ. _ Чăваш Республикин влаç органĕсем халăха тỹлевсĕр право пулăшăвĕ парассипе тимленине асăнтăр маларах, Надежда Викторовна. Эсир те, Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕн ертỹçи пулнă май, кашни кварталтах халăха тĕрлĕ ыйтупа йышăннине пĕлетĕп. Çакăн евĕр право пулăшăвĕн тĕсĕ çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрсамăр. _ Чăваш Республикин Юстици министерстви, чăн та, халăха тĕрлĕ майлă право пулăшăвĕ парассипе сахал мар ĕçлет. Паянхи кун чи анлă сарăлнă мел _ хамăр министерство сайтне тăратнă халăхăн тĕрлĕ ыйтăвне вăхăтлă та пахалăхлă хурав, саккунсене тĕплĕн ăнлантарса парасси. Унсăр пуçне эпĕ халăха право ыйтăвĕсемпе эрнесерен пĕр кун 15 сехетрен пуçласа 17 сехетчен официаллă майпа йышăнатăп. Сăмах май, ятарласа палăртман кунсенче пулăшу ыйтса килекенсене те йышăнмасăр хăвармастпăр. Унсăр пуçне уйăхра пĕрер хут Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕнчи общество приемнăйĕнче (йышăну вăхăчĕн графикĕ хаçатсенче пичетленсе пырать) тата Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Председателĕн В.В. Путинăн общество приемнăйĕнче (çавна май республика халăхĕ "Единая Россия" политика партийĕн ертỹçипе В.В. Путинпа тỹррĕн çыхăнма пултарать) халăха йышăннине те пĕлтеретпĕр. В.В.Путинăн йышăну пỹлĕмĕ пирĕн республикăра 3-мĕш çул ĕçленине, çак тапхăрта пурĕ 5100 ыйту пăхса тухнине асăнмалла. Халăха йышăнас ĕçе Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тата Чăваш Республикин Правительствин членĕсем, ĕç тăвакан влаçăн территори органĕсенчи руководительсем активлă хутшăнаççĕ. Общество приемнăйĕ ĕçлени пирĕн халăхшăн питĕ меллĕ, мĕншĕн тесен пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене регион шайĕнче татса пама пулать. _ Граждансене ытларах хăш ыйтусем хумхантараççĕ? _ Граждансене ытларах социаллă сферăра тĕл пулакан, пенсипе, хирĕçлев тăратнă суд акчĕсемпе çыхăннă ыйтусем канăç памаççĕ. Халăха кирлĕ консультаципе тивĕçтернисĕр пуçне ыйтусене татса пама сĕнсе кирлĕ органсене çырусем тăрататпăр. _ Маларах асăннă тĕслĕхсемсĕр пуçне Шупашкар хулинче тата ытти хăш вырăнта тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕ илме пулать? _ Тỹлевсĕр юридика пулăшăвне халăх федерацин тĕп инспекторĕн общество приемнăйĕнче (Шупашкар хули, К.Маркс урамĕ, 33-мĕш çурт, тел. 62-67-02), Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи управленийĕн общество приемнăйĕнче (Шупашкар хули, Эльгер урамĕ, 10-мĕш çурт, тел. 40-92-25) тата ытти вырăнта илме пулать. Граждансен прависемпе саккунла интересĕсене хỹтĕлес ĕçре нотариат служби те пысăк вырăн йышăнать. Чăваш Республикин Нотариат палати йĕркеленĕ общество приемнăйĕ (Шупашкар хули, Гагарин урамĕ, 3-мĕш çурт, тел. 62-28-64) граждансене право енĕпе консультаци парассипе тимлет. Халăх çавăн пекех уйăхра пĕр хут республика шайĕнче иртекен Пĕрлехи информаци кунне хутшăнакан патшалăх влаç органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсен представителĕсемпе курнăçса та хăйне кăсăклантаракан право тата ытти ыйтусем çине тĕрлĕ хурав илме пултарать. Пĕрлехи информаци кунĕ хăçан иртни пирки Чăваш Республикин влаç органĕсен порталне (www.cap.ru) кĕрсе паллашмалла. Республикăри юристсене хатĕрлекен факультетлă аслă вĕренỹ заведенийĕсем те халăха тỹлевсĕр право пулăшăвĕ парассипе тимленине палăртмалла. _ 2011 çулхи çĕртме уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине федерацин "Раççей Федерацийĕнче тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕ парасси çинчен" саккун проектне тăратни паллă. Асăннă проект пурнăçа мĕнле çĕнĕлĕх кĕртĕ? _ Федерацин "Раççей Федерацийĕнче тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕ парасси çинчен" саккун проекчĕ Раççей Федерацийĕнче пурăнакан граждансене пахалăхлă тỹлевсĕр право пулăшăвĕ илме майсем туса парассине гарантилет. Халăха тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕ парассипе патшалăх тата патшалăх шутне кĕмен службăсем тимлĕç. Регионти органсем патшалăх шайĕнчи юридика бюровĕсем йĕркелеме ирĕк илĕç. Çавăн пекех патшалăх служби тивĕçтерекен тỹлевсĕр право пулăшăвĕпе хăш тĕслĕхсенче усă курма май пуррине палăртĕç, сăмахран, коммуналлă пулăшупа усă куракансен прависене хỹтĕлессипе, алимент шыраса илессипе, ача ашшĕ (амăшĕ) кам пулни пирки тавлашассипе, ĕçрен кăларнă çынна ĕçе çĕнĕрен вырнаçтарассипе çыхăннă тата ытти ыйтусенче. Тĕрлĕ енлĕ тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕ илме тивĕç граждансен категорийĕсене те палăртĕç. Кунта сахал тупăшлă граждансем, I тата II ушкăнсенчи инвалидсем, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсем, Раççей Федерацийĕн тата Совет Союзĕн, Социализмла Ĕç Геройĕсем, сусăр ачасем, ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр тăрса юлнисем, ятарлă профилактика учрежденийĕсенчи çул çитмен ачасем тата вĕсен саккунлă представителĕсем (ыйтăвĕсем асăннă ачасен интересĕсене хỹтĕлессипе çыхăннă пулсан), аслă ăрурисем (55 çултан иртнĕ хĕрарăмсемпе 60 çултан иртнĕ арçынсем) кĕреççĕ. Тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕ шутне пулăшăвăн хăш тĕсĕсем кĕрĕç? Чи малтанах, сăмахпа е çыру урлă панă консультаци, заявлени, çăхав ытти документ çырса хатĕрлесси, граждансен интересĕсене судра, патшалăх тата муниципалитет органĕсенче хỹтĕлесси тата ытти те. _ Саккун проекчĕ тỹлевсĕр майпа адвокат пулăшăвĕпе усă курма ирĕк пуррине палăртать терĕмĕр. Тỹлевсĕр право пулăшăвĕ илес текен çын кирек хăш адвокатран та пулăшу ыйтма пултарать-и? _ Саккун проектĕнче палăртнă тăрăх, Адвокатсен палати тỹлевсĕр пулăшупа тивĕçтерекен адвокатсен списокне йĕркелĕ. Çак список кашни çулах раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен массăллă информаци хатĕрĕсенче тата интернетри ятарлă сайтсенче пичетленĕ. Çак саккунпа килĕ-шỹллĕн адвокатсемсĕр пуçне халăха тỹлевсĕр право пулăшăвĕпе федерацин ĕç тăвакан тата Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсем, вĕсене ведомство йĕркипе пăхăнакан учрежденисем, нотариуссем, юрист клиникисем, юрист пулăшăвĕ паракан патшалăх шутне кĕмен центрсем тивĕçтерĕç. Федераци шайĕнчи асăннă саккун проектне кăçалхи чỹк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи виççĕмĕш вулавра ырланă. Ăна çывăх вăхăтра йышăнасси пирки иккĕленỹ çук.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика