Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă улшăнусем пур

24 декабря 2011 г.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрăн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлас, пулăшу ыйтма пыракансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тĕллевпе хамăрăн кулленхи ĕçе йĕркеленĕ чухне тĕрлĕ мелсемпе усă курма тăрăшатпăр. Вĕсем çаксем пулса тăраççĕ: васкавлăн çĕнĕ професси пĕлĕвĕ илессине йĕркелени, çынсене ушкăнпа ĕçрен кăларнă вăхăтра вĕсене вăхăтлăх ĕç тупса пама пултарни, обществăлла ĕçсем йĕркелени, уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ граждансене ĕçе вырнаçтарни, çул çитмен граждансене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассине йĕркелени, профориентаци пулăшăвĕ парасси, ĕçсĕр граждансене професси пĕлĕвĕ илме, стажировка йĕркелеме пулăшни, ваканси ярмăрккисене йĕркелени, хăйсен ĕçĕсене йĕркелекенсене пулăшни. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центра 1159 çын ĕç ыйтма пынă. 11 уйăхра 994 çынна ĕçе вырнаçтарма май килнĕ.Çак тапхăрта тỹлевлĕ майпа обществăлла ĕçсене вырнаçтарас тĕлĕшĕпе 79 килĕшỹ çирĕплетнĕ, обществăлла ĕçсене 308 çынна хутшăнтарнă. 14-18 çулсенчи çул çитмен ачасене çуллахи каникул вăхăтĕнче вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассине те халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр кашни çул кирлĕ шайра йĕркелесе пырать. Ку тĕлĕшпе çулталăк пуçланнăранпа 34 килĕшỹ çирĕплетнĕ, çапла майпа çул çитмен 537 çамрăка вĕренỹрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. Чылай вăхăт ĕç тупайман 12 çынна вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă, çав шутран 5-шĕ тивĕçлĕ канăва тухмалли çулсенчи çынсем, 6-шĕ инвалид, пĕри- пĕччен амăшĕ. Çавăн пекех професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенчен вĕренсе тухнă, пĕрремĕш хут ĕç шыракан 18-20 çулсенчи ĕçсĕр граждансене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе 2 килĕшỹ çирĕплетнĕ. 4 çынна ытти регионсене ĕçлеме вырнаçтарнă. Хăйсен ĕçне йĕркелекенсене пулăшассипе те сахал мар ĕç туса ирттернĕ, 67 çынна предприниматель ĕç-хĕлне пуçăннине ĕнентерекен свидетельство панă. Кăрлач-чỹк уйăхĕсенче ĕçсĕр тăрса юлнă 66 çынна квалификацие ỹстерес тĕлĕшпе вĕренме кайма пулăшнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çамрăксене професси суйласа илме пулăшассипе уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Çак тапхăрта 927 çын профориентаци пулăшăвĕ илнĕ, çав шутран 425 хĕрарăм, инвалидсем _ 29, 29 çула çитмен 638 çамрăк. Ваканси ярмăрккисем йĕркелесе ирттерни те çынсене ĕçе вырнаçассинче пысăк пулăшу кỹрет. Çулталăк пуçланнăранпа вакансисен районти банкне ĕç паракансем пушă ĕç вырăнĕсем пулнине пĕлтерсе 1280 заявка тăратнă. Ĕç паракансем хутшăннипе 7 ваканси ярмăркки иртнĕ, ĕç паракансем унта 160 пушă ĕç вырăнĕ тăратнă. Унта ялта пурăнакан 174 çын хутшăннă, 139-шĕ ĕçе вырнаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика