Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сесси малалла ĕçленĕ

24 декабря 2011 г.

Чăваш Республикин Правительство çуртĕнчи ларусен Аслă залĕнче Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш сессийĕ раштавăн 22-мĕшĕнче малалла ĕçленĕ. Халăх суйланă депутатсене мандатсем, кăкăр çине çакмалли паллăсем панă. Чи малтанах Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ пулма И.Моторин кандидатурине сĕннĕ ыйтăва тишкернĕ. Ун пирки Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн ертỹçи А.Иванов тухса калаçнă. И.Моторин депутатсене стратегиллĕ тĕллевсене пурнăçлассине тĕп вырăна хурассине пĕлтернĕ. И.Моторин кандидатурине 34 депутат ырланă, 4-шĕ хирĕç пулнă, 4-шĕ тытăнса тăнă. Сессире Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчен Леонид Леонидович Лебедева суйланă. Вăл 8 çулхи ĕç-хĕл пирки отчет туса панă. Элĕк, Красноармейски, Çĕрпỹ, Муркаш районĕсен, Çĕмĕрле хулин администрацийĕсен пуçлăхĕсене суйлама конкурс комиссийĕсем йĕркеленĕ. Сессире Чăваш Республикин тĕрлĕ саккунĕсене йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика