24 декабря 2011 г.
Аслă Пăла Тимешри почта çыхăну уйрăмĕ кăçалхи иккĕмĕш çур çулта, пĕрремĕш çур çулхипе танлаштарсан, район хаçатне ытларах çырăнтарни _ ырă пулăм. Вулакансен йышĕ ỹсни хаçат редакцийĕн ĕçченĕсене те хавхалантарать. Хаçат-журнал çырăнтарассин юлашки кунĕсем тăрса юлаççĕ, çавна май хальлĕхе кăтартусене татăклăн пĕтĕмлетме май çук. Апла пулин те почта çыхăну уйрăмĕн ертỹçи Зоя Елисеева "Елчĕк ен" хаçата вулакансен хисепĕ чакас çуккине çирĕплетет. Хальхи вăхăтра ăна 2012 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма 280 килте çырăннă ĕнтĕ. Елена Дергунова, Людмила Алюнова тата Эльфрида Дементьева почтальонкăсем - кашни килте кĕтнĕ çынсем. Вĕсем Кушкă, Исемпел тата Аслă Пăла Тимеш ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтернисĕр пуçне пенси укçине валеçеççĕ, кирлĕ пулсан таварсем те илсе килсе пама пултараççĕ. Куллен кирлĕ таварсене почтальонкăсем килех çитерсе пани ватă çынсемшĕн уйрăмах меллĕ. Сăн ỹкерчĕкре: Елена Дергунова, Эльфрида Дементьева почтальонкăсем тата почта çыхăну уйрăмĕн ертỹçи Зоя Елисеева.