Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр пăрлак, асăрханăр!

21 декабря 2011 г.

 Çул-йĕр çинче тимлĕ те асăрхануллă пулмалли пирки час-часах çыратпăр, калаçатпăр пулсан та, йĕркене пăхăнманнисем тупăнсах тăраççĕ. Водительсем те, çуран çỹрекенсем те çул-йĕрĕн ансат правилисене пăхăнманран кăçал районти çул-йĕрсем çинче 15 инкек пулнă, вĕсенче 1 çын вилнĕ, 20 çын аманнă (иртнĕ çул çак тапхăрта 12 ДТП регистрациленĕ, аварисен вăхăтĕнче 1 çын пурнăçран уйрăлнă, 16-шĕ аманнă). Паянхи кун çул-йĕр пăрлак пулнине шута илсе водительсемпе çуран çỹрекенсене уйрăмах тимлĕ пулма, пĕрне-пĕри хисеплеме ыйтас килет. Алăра руль анчах мар, çын пурнăçĕ те пулнине тата пĕр тĕрĕс мар утăма пула инкек-синкек сиксе тухма пултарнине асрах тытасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика