Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ суйлав - çĕнĕ тĕллевсем

17 декабря 2011 г.

 Суйлавсем иртрĕç, çавăнпа "çĕнĕ" депутатсен ĕçе те пуçăнмалла, саккунсем йышăнассипе тăрăшмалла. Раштавăн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш сессийĕ иртрĕ. Депутатсен корпусĕнче 44 çын, вĕсенчен 33-шĕ "Единая Россия" партирен, 4-шĕ _ коммунистсем, 5-шĕ "Справедливая Россия" партирен, 2-шĕ _ либерал-демократсем. Пухăва "Хлеб" АУОн генеральнăй директорĕ Е.Бадаева уçрĕ тата ертсе пычĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев депутатсене саламларĕ, Патшалăх Канашĕпе Правительство пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме пултарнине палăртрĕ. Депутатсен 36 сассипе саккунсем йышăнакан республикăри органăн ертỹçине Ю.Попова суйларĕç. Вăл маларах "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" АУОн генеральнăй директорĕ пулса ĕçленĕ. "Эпĕ политикăри çĕнĕ çын, анчах Чăваш Ене чĕререн юрататăп. Республикăн тăнăçлăхĕшĕн ертỹçĕ кресли çинче уй-хирти пекех, çичĕ тар тухиччен ĕçлеме хатĕр", _ пĕлтерчĕ Юрий Алексеевич. Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн комитечĕсен ертỹçисене çак депутатсене суйланă: патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх строительстви, депутатсен этикипе регламенчĕ енĕпе _ Н.Малов, бюджет, финанс тата налуксем енĕпе _ А.Князев, экономика политики, агропромышленноç комплексĕпе экологи енĕпе _ О.Мешков, социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе _ П.Краснов. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕсем пулма А.Князевпа О.Мешкова, аппарат ертỹçи пулма А.Ухтиярова суйланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика