Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чуна çывăх ĕç тупнă

17 декабря 2011 г.

Турхан ялĕнчи Петр Прохоровăн уйрăм хушма хуçалăхĕ кĕр мăнтăрĕпе Мускавра иртнĕ Раççейри агропромышленность выставкине хутшăннă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем хушшинче пысăк кăтартусем тунăшăн кĕмĕл медаль тата Диплом çĕнсе илнĕ... Петр Александрович Прохоров _ ỹркенмен, çирĕп çын, хăй мĕн шутланине, ĕмĕтленнине пурнăçлама пултарнипе палăрса тăрать. Пĕр сăмахпа, чăн-чăн çурт çынни. Чун хевтипе амăшĕ _ Александра Александровна пек теççĕ ун пирки ялта. Çитмĕл улттăри ватă, хăйĕн çулĕсене кура мар, ĕлĕкхи пекех вашават, ĕçре те пăравур. Петр Прохоровăн ĕçлесе курман ĕçĕ те çук. Салтакран таврăннă хыççăнах ялта тĕпленнĕскер, малтан тăван хуçалăхра водительте, бригадирта, председатель çумĕнче тăрăшнă. Çав вăхăтрах вăл хăйĕн килти хушма хуçалăхĕнче йышлă выльăх-чĕрлĕх те усранă. Кил хуçи çак ĕçе ирĕксĕртен мар, çак вăхăтченех чун хушнипе, юратса пурнăçлать. Çапла майпа выльăх-чĕрлĕх усрани унăн çемйишĕн тĕп тупăш çăл куçĕ пулса тăрать. Килти хушма хуçалăхра çакăн чухлĕ выльăх усранине вĕсем патĕнче пулса хамăр куçпа курман пулсан ĕненес те çукчĕ. Çемье ферми çинчен каласа кăтартнинчен нумайăшĕ тĕлĕнĕ. Çак ĕçре вĕсем хăйсене паян анчах мар, 30 çул ытла тĕрĕслеççĕ. Ун чухне йышлă сысна ĕрчетнĕ, вĕсене самăртнă та, çăвăрлаттарнă та пулсан, халĕ карта тулли ĕне выльăх тытаççĕ. Иртнĕ çулхи йывăр хĕл тапхăрĕнче выльăх-чĕрлĕхе апатпа тивĕçтересси йывăр пулнă вăхăтра та Прохоровсем сăвакан 4 ĕне хĕл каçарнă, 12 вăкăр самăртнă, пĕтĕ пушмаксем çитĕнтерсе сутнă. Унсăр пуçне, ытти выльăх-чĕрлĕх те йышлă: пĕр кĕтỹ _ 80 чун сурăх, кроликсем, индокăвакалсем... Петр Александрович палăртнă тăрăх, çăва тухнă çĕре ăратлă такасемпе пĕтĕлентерекен сурăхсен хисепĕ 130 пуçа çитет. Килти хушма хуçалăхра кăçал сăвакан 2 ĕне, 8 вăкăрпа 6 пăрушка. Ĕне выльăхсен пĕтĕмĕшле хисепĕ 37 пуçа çитни те тăтăш темиçе çул пулнă. Çакăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕхе пăхма ăçтан вăй çитермелле тата мĕнле ĕлкĕрмелле? Чăннипех, çемьере çулталăк тăршшĕпе те пĕр канăç çук. Тĕп ĕç, паллах, кил хуçи çине тиенет. Выльăхсен кĕтĕвне те вăл çуркуннерен тытăнса мĕн хура кĕркуннечченех хăй пăхать. Унсăр пуçне, çакăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçипе тăрантармалăх мĕн чухлĕ утă-улăм, тырă-çăнăх тата ытти апат хатĕрлемелле! Çак ĕçсене пурнăçланă чухне ытларах лаша вăйĕпе усă кураççĕ, лаши те хăйсенех. "Чĕлхесĕр" янаварăн ячĕ кăсăклă _ "Бандитка". Ăна мĕншĕн çакăн пек ят панине ыйтса пĕлме астуман та. Мăшăрĕ, Зинаида Ильинична та, паллах, алă усса лармасть. Ĕнисене сăвать, ытти ĕçсене пурнăçлать, кил-çуртне те тирпейлет. Çав вăхăтрах вăл вырăнти пĕрлешỹллĕ хуçалăх ферминче те ĕçлет. Епле ĕлкĕрет? Пăрчăкан пек вăр-вар хĕрарăм вăл. Петр Александровичăн мăшăрĕн амăшне, Мария Германовнăна, ĕçчен хĕр çуратса ỹс-тернĕшĕн тав тумалăх пур. Мăшăрсем хăйсем те _ çỹпçипе хупăлчиех. Çакăн пек пулмаллах тейĕн: ĕçсĕр пурăнма пултараймаççĕ вĕсем. Хăйсен кулленхи ĕçĕпе хавхаланса малашне тата тăрăшуллăрах тата çирĕпрех пулма вăй-хал пухаççĕ. Прохоровсем çак çулсем тăршшĕпех ỹркенмесĕр ĕçленине пула ялта пурăнсах мулне çителĕклĕ пухнă. Чун ыйтнă ĕçе пикенсе пуçăнма вара никама та чăрмантармасть. Малашнехи пурнăç мĕнле йĕркеленсе пырасси ытларах чухне хамăртан килет. Петр Александровича та çакăн пек яваплăха хăй çине илме хистекен пулман. Пачах тепĕр майлă, ял тенĕ çĕрте унăн тăрăшулăхĕпе теветкеллĕхĕнчен кĕвĕçекенсем те сахаллăн мар. Пушă сăмахсене итлесе ларнипе пурнăçа йĕркелеме çуккине пĕлсе çемье пĕтĕм вăй-халне выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе парать. Прохоровсен ĕçĕнчен, вĕсем тăвакан кăтартусенчен вара тĕ-лĕнмелле те. Тына пăрусене пĕлсе, лайăх пăхса ỹстернĕрен вĕсем 13-14 уйăхра пĕтĕ пушмаксем пулса çитеççĕ. Çапла майпа çулсерен Петр Александрович 5-6 пуçран кая мар пĕтĕ пушмак ỹстерсе сутать. Вăкăрĕсем те самăр çитĕнеççĕ, кăçал вĕсем 8 пуç ỹсеççĕ. Пĕр талăкра 1100-1200 грамран кая мар ỹт хушса пыракан мăйракаллă пĕр шултăра выльăх виçи хĕл каçипе 350 килограмран кая мар пулать. Сурăхĕсем те шултăра, сăнаса пăхсан, пĕри-пĕрин чĕрĕ виçи 80-85 килограмран кая мар пулмалла. Таврари ялсенче пурăнакансем Прохоровсем хăйсен выльăхĕсене епле юратса пăхса ỹстернине лайăх пĕлеççĕ. Çавна май нумай çын ĕне выльăх, сурăх вĕсенчен туянма тăрăшать. Çын кĕсйинчи укçана шутлама хушмаççĕ. Анчах Прохоровсен тĕслĕхĕнчен пĕтĕм вăя хурса ĕçлесен кирек кам та ырлăх-пурлăхлă пулма пултарни яр уççăн курăнать...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика