17 декабря 2011 г.
Çанталăк сивĕ тăрать. Пĕвери пăр сийĕ хулăн, вăл гусеницăллă трактора та чăтать. _ Çур енне кайрĕ, ыран ку çулпа килместĕп, _ шухăшлать тракторист. Çав самантра пăр шăтăртатса çурăлать, трактор шыва путма пуçлать. Алăксене шыв хĕстерсе хунă, уçма çук. Чỹрече! Урапа тапсан та çĕмĕрĕлмест. Ларкăч тавра хыпашласан алла мăлатук лекет. Чỹречене çĕмĕрсе тракторист шывран сиксе тухать. Йĕпе çи-пуçлă Владимир Богданов килне пырса кĕрсен чĕрепе чирлĕ амăшĕ чутах урайне тĕшĕрĕлсе анмасть. Кĕпе-тумтирне улăштарнă хыççăн Владимир трактор паркне çитет, бульдозерпа пĕве таврашĕнчи юра тасатса автокран валли çул уçать. Тепĕр кун ирхине çав тракторпа ĕçе тухать. Çакăн пек хăюллă та хастар çын вăл Владимир Богданов. Тăван Арланкасси ялĕнче тракторпе ĕçлеме пуçлани кĕçех 35 çул çитет. Ашшĕ те, Вениамин Ксенофонтович, Хисеп Палли, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Октябрьти Революци орденĕсен кавалерĕ, паллă тракторист пулнă. Çавна май Вова ачаран техникăна юратнă. Халĕ вăл "Арланово" хуçалăхра çĕрсене пĕчченех сухаласа тирпейлеме ĕлкĕрет. Икĕ тракторпа ĕçлекенскер, ферма таврашĕнчи ĕçсене те пурнăçлать. Ĕçчен çыннăн килти хуçалăхĕ те пысăк. Икĕ ĕне, пăрусем, лаша, тиха, сыснасем, сурăхсем, хур-кăвакалпа чăх-чĕп усраççĕ Богдановсем. Владимир Вениаминовичпа мăшăрĕ виçĕ ывăл çуратса ỹстернĕ. Ачисем, мăнукĕсем тата ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕ сывă пулнипе савăнать Владимир. Асламăшĕ, Раиса Владимировна, 95 çулта пулсан та ирех тăрса тĕп сакайран çĕр улми илсе тухать. Колорадо нăррисене хирĕç им-çам сапнин наркăмăшĕ тухтăр тесе ăна шуратнă хыççăн пĕр куна шыва ярса хурать. Медсестра пулнăскер, çав тери тирпейлĕ, таса. Çемьери килĕшỹ хĕрарăмран нумай килет. Богдановсен пĕр çуртра виçĕ хĕрарăм шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшаççĕ. Валентина Федоровна, Вовăн амăшĕ, учительница пулнăскер, çемье психологине лайăх пĕлет, хунямăшĕпе те, кинĕпе те пĕр чĕлхе тупать. Кинĕ, Мария Михайловна, унран вĕренсе пырать. Çитес çул В.Богданов аллă тултарать. Владимир Вениаминович ашшĕ-амăшне, ĕçтешĕсене, хăйне ĕçе вĕрентнĕ аслă юлташĕсене ырăпа аса илет.