Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр кунта - икĕ ăмăрту

17 декабря 2011 г.

Иртнĕ шăмат кун А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем вăй виçнĕ. СССР спорт мастерĕсене И.Г.Уркина тата В.И.Филимонова асăнса 1995 - 1997 çулсенче çуралнă атлетсем кавир çине тухнă. 42 килограмлă атлетсенчен Кушкăри Л.Зайцев, Лаш Таяпари А.Салмин, Аслă Елчĕкри Ф.Катин пьедестал çине хăпарнă. 50 килограмлисенчен Аслă Елчĕкри Д.Печков, Çĕнĕ Пăвари Д.Пробкин, Елчĕкри В.Викторов та призерсен йышĕнче. 54 килограмлă виçере Кушкăри Г.Иванов, Çĕнĕ Пăвари Р.Крысов, Елчĕкри Е.Изратов палăрнă. 58 килограмлă атлетсенчен Аслă Елчĕкри И.Чернов _ пĕрремĕш, А.Чернов _ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Кушкăри Г.Зайцев _ иккĕмĕш вырăнта. 69 килограма çитичченхи виçере Çĕнĕ Пăвари Павелпа Александр Смолинсем, Аслă Елчĕкри М.Свиягин та пьедестал çине хăпарнă. 69 килограмран йывăртарах атлетсенчен Аслă Елчĕкри А.Печков, А.Трофимов, Елчĕкри Т.Бобин çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Районти ирĕклĕ майпа кĕрешекенсенчен куракансен килĕшỹллĕ призне Д.Печков, техникăпа чи лайăххи приза Д.Дергунов, çĕнтерỹ патне талпăннăшăн приза Д.Волков тивĕçнĕ. Паллă спортсмена А.Ф. Скворцова асăнса 1997 çулта çуралнă тата çамрăкрах атлетсем те кавир çине тухнă. Вĕсем 24 килограмм тата пысăкрах виçесенче вăй виçнĕ. Чи çăмăллисенчен Аслă Елчĕкри Д.Волков _ пĕрремĕш, С.Мисяков виç-çĕмĕш вырăнсене йышăннă. Елчĕкри А.Александров иккĕмĕш вырăна тухнă. 27 килограмлă атлетсенчен Аслă Елчĕкри А.Тябуков, Д.Филимонов, Лаш Таяпари А.Теренин призерсен йышĕнче. 30 килограмлă атлетсенчен А.Шаков (Аслă Елчĕк), С.Салмин (Лаш Таяпа), А. Крысов (Çĕнĕ Пăва) та пьедесталăн çỹлти картлашкисем çине хăпарнă. Ытти виçесенчи çĕнтерỹçĕсемпе призерсем: 34 килограмм: 1. А.Хушкин (Аслă Елчĕк). 2. Д.Викентьев. 3. Н.Абрамов (иккĕшĕ те Çĕнĕ Пăваран). 38 килограмм: 1. Д.Дергунов (Кушкă). 2. Д.Александров (Елчĕк). 3. А.Баринов (Кушкă). 42 килограмм: 1. А.Блинов. 2. М.Павлов (иккĕшĕ те Кушкăран). 3. А.Арефьев (Лаш Таяпа). 42 килограмран йывăртарах: 1. Д.Баринов (Кушкă). 2. Д.Пыркин (Çĕнĕ Пăва). 3. Е.Яковлев (Лаш Таяпа). Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене медальсем, грамотăсем парса чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика