14 декабря 2011 г.
Çĕнĕ çул уявĕ пур уявсенчен чи хитри, чи пуянни, чи хавасли шутланать. Раштавăн 12-мĕшĕнче Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче "Хĕллехи йăпану" конкурс-курав уçăлни тата кунтах "Кĕвĕ-юрра, çутта юратса" конкурс иртни шăпах çакна çирĕплетсе пачĕ. Курав виçĕ пайран тăрать. Пĕрремĕшĕ - тĕрлĕрен япаларан тĕлĕнмелле чăрăш туса хатĕрлесси, иккĕмĕшĕ "Хĕллехи фантази" темăпа тĕрлĕрен япаласем ăсталасси е ỹкерчĕк тăвасси, виççĕмĕшĕ - хĕллехи тапхăрта каçхинехи е çĕрлехи сăн ỹкерчĕксен "Çутă пултăр" конкурсĕ. Тĕлĕнмелле чăрăш туса хатĕрлес конкурсра чи малтан Кĕçĕн Таяпари культура ĕçченĕсем пуçару турĕç. Вĕсем фасольтен тата тĕрлĕ тĕслĕ хутсенчен ăсталанă 2 чăрăш илсе килчĕç. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Аслă Елчĕкри (библиотека), Хăвăлçырмари, Кивĕ Арланкассинчи, Вырăскассинчи культура ĕçченĕсен ĕçĕсем те пĕри тепринчен хỹхĕмрех. Музей, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем ăсталанă чăрăшсен илĕртỹлĕхĕ те пысăк. "Хĕллехи фантази" конкурсра Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче вăй хуракансен "ылтăн аллисенчен" чăн та тĕлĕнмелле. Мĕн кăна ăсталама пĕлмеççĕ кунти культработниксем. Çыхса, тĕрĕлесе тунă чăрăш теттисем, аçтаха, сувенирсем, чăрăшсем, юр пĕрчисем питех те хитре. М.Демьянова, В.Портнова, Л.Шурбина, В.Панкратова, Г.Чернова, С.Тинякова ĕçĕсем пуринчен те илĕртỹллĕрех. "Кĕвĕ-юрра, çутта юратса" конкурса Елчĕкри культурăпа кану центрĕн артисчĕсем "За тихой рекою" юрăпа пуçларĕç. Темиçе сасăпа шăранакан юрра итлесе кăмăл çĕкленчĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи кану центрĕ çумĕнчи "Тарават" ансамбль юррисем тарăн шухăша яраççĕ, хавхалану çуратаççĕ. Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн культорганизаторĕ Н.Краснов хăй çырнă юрри-кĕвви чуна çывăх пулчĕ. Асăннă конкурс-курав, хор юррин конкурсĕ иртесси пирки мĕн пур культура учрежденине пĕлтернĕ пулин те нумайăшĕ айккинче юлма шут тытнă пулмалла. Культура ĕçченĕсене çакă пĕрре те чыс кỹмест. Конкурссем малалла тăсăлаççĕ. Пурне те Елчĕкри музейра кĕтетпĕр.