Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял историйĕ кăсăклă

14 декабря 2011 г.

Кашни ял историйĕ хăйне майлă кăсăклă. Хамăн тăван Каркалар ялĕн историйĕ мана яланах кăсăклантарнă. Пире çамрăк чухне асатте _ Григорий Федорович Сулагаев (1887-1954 çулсенче пурăннă) çапла каласа паратчĕ: "Ĕлĕк-авал пирĕн таврара, халĕ Каркалар ялĕ вырнаçнă тăрăхра, вĕçĕ-хĕррисĕр сĕм вăрман кашланă. Унта тискер чĕр чунсем хуçаланнă. 350-400 çул каялла çак вырăна виçĕ тутар (Шерип асатте хăйĕн икĕ юлташĕпе) пурăнма куçаççĕ. Вĕсем асăннă вырăна ăнсăртран _ çухалнă вăкăрне шыраса килсе тухнă пулнă. Çак илемлĕ, кỹлĕллĕ вырăн тутарсен кăмăлне кайнăран вĕсем кунта пурăнма куçнă. Кỹлĕ таврашĕнче йывăçсем çинче курак йăвисем чылай пулнă. Ял ячĕ те çак вĕçен кайăксенчен тухса кайнă имĕш. Каркалар (тутар чĕлхинчен чăвашла куçарсан карга _ курак, -лар _ -сем аффикс). Çулсем иртнĕ. Ял аталанса, ỹссех пынă. Çак илемлĕ вырăна юнашарти Кĕçĕн Таяпа тата Аслă Таяпа ялĕсенчен куçа-куçа килме пуçланă, çавна май Каркалар ялне çĕнĕрен куçса ларнă Таяпа (Новопоселенная Таяба) ят панă. Çапла вара Каркаларăн икĕ ят пулса кайнă. Аслисем каласа хăварнă тăрăх, çак вырăнта лашмансем те (карап тумалли йывăç турттаракан патшалăх хресченĕсем) пурăннă имĕш. Лашман çулĕ Каркалартан пуçланать те çурçĕрелле Подберезье ялĕн çулĕпе, унтан хĕвел тухăç енчи Шайтанкка вăрман çулĕпе пĕрлешсе Атăл хĕррине тухать. Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнче çак çулпа лашмансем юман касса Атăл хĕррине турттарни паллă. Ялта "Серебряков" хушаматлă çемьесем пур. Вĕсен несĕлĕнче урапа тăвакансем пулнă мĕн. Çавна май лашмансем вĕсенчен урапа илсе тăнă, сутăн илнĕ урапасемшĕн кĕмĕл укçапа тỹленĕ. Тен, Серебряков хушамат çакăнтан тухса кайнă? Лашмансем Каркалар ялĕнче пурăннă пулсан пирĕн ял Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнченех пулса кайнă курăнать?" XX ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче Каркалар ялĕнче 80-86 хуçалăх пулнă, вĕсенче 770 ытла çын пурăннă. Хăй вăхăтĕнче ял илемлисен шутĕнче пулнă. Халĕ те кунта яла илем кỹрекен тĕрлĕ йывăç çитĕнет: йăмра-хурăн, чăрăш, хыр, çимĕç паракан тĕрлĕ тĕмсем. Çапах та юлашки çулсенче пурăнман çурт-йĕр таврашĕнче вĕлтĕренпе куршанак ĕрчеме пуçлани ял урамĕсене илемсĕрлетет. Яла тирпейлĕхре тытмалла, çитменлĕхсемпе кĕрешме вĕренмеллех пирĕн. Ял историйĕпе "Елчĕк тăрăхĕ" кĕнекепе паллашнă хыççăн кăсăкланма пуçланине палăртса хăварам. Çавна май ваттисем мĕн каланине хăлхана чикрĕм. Эпĕ 1926 çулта Каркалар ялĕнче çуралнă, тĕрлĕ вăхăтра Елчĕк тата Каркалар шкулĕсенче вĕрентекенре тăрăшрăм, ачасене çут çанталăка юратма вĕрентрĕм.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика