Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлав итогĕсене пĕтĕмлетнĕ

14 декабря 2011 г.

 Виçĕм кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Левый раштавăн 4-мĕшĕнче пулса иртнĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Суйлава суйлавçăсен списокне кĕртнĕ 16650 çынран 12640 çын (75,9 :) хутшăннă. Патреккел, Акчел, Сăрьел, Чăваш Тăрăм, Шăмалак тата ытти ялсенчи суйлавçăсем активлă пулнă. Тăрăм, Курнавăш ял тăрăхĕсенче пурăнакансем пирки çакна калаймăн. Елчĕк районĕ республикăри 28 хулапа район хушшинче суйлава хутшăннă çынсен йышĕпе 6-мĕш вырăнта. Ку кăтарту, иртнĕ çулсенчи суйлавсемпе танлаштарсан, пĕчĕкрех. Территори суйлав комиссийĕн председателĕ палăртнă тăрăх районти суйлав участокĕсенче сасăлав йĕркеллĕ иртнĕ. Район пуçлăхĕ Р.Молодова тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин суйлав пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Ытти çулсенчи суйлавсемпе танлаштарсан, кăçалхи суйлавра хăш-пĕр политика партийĕсемпе депутата суйланма тăратнă кандидатсем таса мар технологисемпе усă курнă, ыттисем пирки хăйсем кăларнă хаçатсем урлă, халăхпа курнăçнă чухне элек сарнă, ыттисен ĕçĕсене хăйсем тунă тесе ĕнентернĕ. Р.Молодова, Н.Миллин, Л.Левый суйлава хутшăннă çынсене, суйлав комиссийĕсене, суйлава йĕркелесе ирттерме хутшăннă службăсене тав тунă. Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче çĕр-шывра иртекен Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне район çыннисем яваплăха туйса хутшăнасса шаннине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика