Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирти сарă чечек пек...

10 декабря 2011 г.

Хирти сарă чечек пек... Хаçат вулаканĕсем пĕлеççĕ ĕнтĕ, Чăваш наци конгресĕпе республикăри çамрăксен "Хастар" общество организацийĕ йĕркелекен "Раççей чăваш пики _ 2011" конкурсĕ кăçал Чăваш Енре иртрĕ. Малтанхи тăваттăшĕ Мускавра пулнăччĕ. Республика чысне пирĕн район хĕрĕ, "Елчĕк пики", "Чăваш пики" конкурссен çĕнтерỹçи, 16 çулхи Виктория Локтева хỹтĕлерĕ. Аса илтерес тетĕп, Раççей шайĕнчи конкурсра виçĕ çул каялла Тỹскел хĕрĕ Ирина Такина палăрнăччĕ. Çавăнпа та пысăк та сумлă конкурсра "Куракансен кăмăлне кайнă" приз хуçипе, "Спорт пики" конкурс призерĕпе тĕл пулса калаçасах килчĕ. _ Вика, илемлĕх конкурсне хутшăнма кам сĕнчĕ? _ Малтанах районти "Елчĕк пики" конкурса хутшăнма чĕннĕччĕ мана. Ăна ертсе пыракан, хатĕрлекен В.Панкратова район центрĕнче пурăнакан чылай хĕрпе тĕл пулса калаçнă иккен. Мана та йыхравларĕ. Эпĕ хама тĕрĕслесе пăхас терĕм. Ун чухне 10-мĕш класра вĕренеттĕмччĕ. _ Парта хушшинчех сцена çине тухма ăсталăх çитерни пысăк утăм... _Сцена мана шиклентермест. Елчĕкри искусство шкулне ташлама вĕренме çỹренĕрен пĕрремĕш класранпах хамăрăн пултарулăха кăтартма халăх умне тухнă. Çавăнпа та хама сцена çинче ют тытмастăп тесе шутлатăп. _ "Елчĕк пики" конкурс пирки пĕр-ик сăмах... _ Конкурса ытларах аслă классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Шкул пĕтернĕ хĕрсене ялта тупма çукран çапла пулĕ. Саккăрăн тупăшрăмăр, пĕринчен тепри маттур. Жюри "Елчĕк пики" эпĕ пулса тăнине пĕлтерсен чĕрем тухса тарасла тапрĕ. Пăлхантăм, паллах. Манăн район чысне республикăра хỹтĕлемелле-çке. Ку пысăк яваплăх. Çавăнпа та район шайĕнче çакăн пек конкурссем кирлех тесе шухăшлатăп. _ Районти конкурс пысăк сцена çине çĕкленме пулăшни ырă пулăм. Вика, шиклентерчĕ-и çĕр-шыв шайĕнчи тупăшу? _ Паллах. Шупашкарти "Мега Галакси" культурăпа кану центрĕн сцени çине хăçан тухайăттăм эпĕ? Ара, унта Пушкăртстанра, Тутарстанра, Самар, Ульяновск облаçĕсенче, Мускавра мала тухнă чиперккесем хутшăнаççĕ вĕт. Вĕсем манран çулпа пурте аслă. Çитменнине тĕрлĕ аслă шкулсенче пĕлỹ пухаççĕ. Эпĕ вара 11-мĕш класра анчах вĕренетĕп. Пĕр сăмахпа каласан, ялтан ниçтах та тухса курманскер. _ Çапах та нихăш енĕпе те вĕсенчен ỹксе юлмарăн? _ Çапла. Конкурса нумай, тăрăшса хатĕрленнĕ. Кунта, паллах, аннепе аттен, тăвансен, тус-юлташсен, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн режиссерĕн В.Панкратован, Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕн С.Карамаликован тỹпи пысăк. Вĕсем мана тĕрлĕ енлĕ пулăшу кỹчĕç. "Вдохновение" ташă ушкăнĕнчи тантăшсене уйрăм тав сăмахĕ. Вĕсем манпа пĕрле пултарулăх конкурсне хутшăнчĕç. _ Конкурссем питĕ хĕрỹ пулчĕç-тăр... _ Районти конкурс евĕрлĕрех. Малтанах хăвăнпа паллаштармалла. Унтан тăван халăхăн историне, йăли-йĕркине, культурине пĕлнине тĕрĕслеççĕ, чăваш çи-пуçне тăхăннă чăваш хĕрĕ кĕвенте çакса мĕнле утнине сăнаççĕ, мăн асаттесемпе асаннесенченех юлнă рецептсемпе усă курса апат-çимĕç пĕçернине тутанса пăхаççĕ... Эпĕ, ялта ỹснĕ хĕр, тăван чĕлхене, халăха, унăн ырă йăли-йĕркисене юрататăп, хисеплетĕп, вĕсене мĕн ачаран вĕренсе ỹсрĕм, çавăнпа та çак тупăшусем пит хăратса ỹкермерĕç. _ Спортра кая маррине те кăтартса патăн апла? _ Пĕр кунтах "Спорт пикине" те суйларĕç. Унта та маларах асăннă хĕрсем хутшăнчĕç. Тăршшĕне сикрĕмĕр, гимнастикăн пĕр упражненине турăмăр... Эпĕ шпагат лартăм. Виççĕмĕш приза çĕнсе илни маншăн пысăк савăнăç. _ Вика, çемйĕрпе паллаштарсамăр? _ Елчĕк ялĕнчи Локтевсен туслă çемйинче çуралса ỹснĕ. Анне, Олимпиада Васильевна, сутуçă. Атте, Евгений Александрович, сĕт-çу заводĕнче ĕçлет. Зинаида аппам Шупашкарти кооператив институчĕн 5-мĕш курс студентки. Çемье юрă-ташăпа туслă. Аннепе атте пур чухне эпир кашнийĕшĕ телейлĕ. _ Илемлĕ те йăрăс пỹллĕ хĕрĕн ĕмĕчĕсем те пысăк пулĕ? _ Кăçал вăтам шкултан вĕренсе тухса аслă шкула вĕренме кĕресчĕ. Ăçта вĕренме каясси хальлĕхе вăрттăнлăхра юлтăр. _ Пурнăçăн анлă çулĕ çинче ăнăçу сунатпăр сана, Вика. _ Тавтапуç. Эпĕ вара хитре те пултаруллă, чипер, пысăк тавра курăмлă хĕрсене кирек мĕнле конкурссене те хутшăнма шикленме кирлĕ мар тесе каласшăн. Шкултах çỹллĕ шайри тупăшусене хутшăнни малашлăхра çул уçасса, тăван халăхăн кун-çулĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе кăсăкланни, чăвашлăхпа çыхăнăва хулана кайсан та çухатманни пурнăçра пулăшса пырасса шанатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика