10 декабря 2011 г.
Ял хуçалăхне, хушма хуçалăх тытакан ял çыннине аталанма пулăшас тĕллевпе çĕр-шывра йышăннă "Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ" наци проекчĕ пирĕн районта та ăнăçлăн пурнăçланса пырать. Асăннă проектпа килĕшỹллĕн хушма хуçалăха аталантарма тивекен кредитпа сахал мар хуçалăх усă курнă. Кăçал çулталăк пуçламăшĕнчен хушма хуçалăх тытакан 1102 çын 209652 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Елчĕк ял тăрăхĕнче асăннă кредитпа 272 çын (51105 пин тенкĕлĕх), Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче - 173 (32354 пин тенкĕлĕх), Çирĕклĕ Шăхаль - 129 (27530 пин тенкĕлĕх), Аслă Елчĕк - 126 (23955 пин тенкĕлĕх), Лаш Таяпа - 111 (17773 пин тенкĕлĕх), Курнавăш - 100 (19065 пин тенкĕлĕх), Кĕçĕн Таяпа - 78 (17105 пин тенкĕлĕх), Тăрăм - 63 (11250 пин тенкĕлĕх), Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче 50 хуçалăх (9515 пин тенкĕлĕх) усă курнă. Асăннă проект ĕçлеме пуçланăранпа районта пурĕ 4862 хуçалăх çăмăллăхлă кредит илнĕ.