10 декабря 2011 г.
Раштавăн 4-мĕшĕнче пулса иртнĕ Раççей Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕн итогĕсем, республика парламенчĕн юлашки çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕ, республика аталанăвĕн малашнехи çул-йĕрĕсем. Çак тата ытти ыйтусене хускатрĕç раштавăн 7-мĕшĕнче Шупашкарти Наци музейĕнче пулса иртнĕ пресс-конференцире. Журналистсен ыйтăвĕсене Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский хуравларĕç. Чи малтанах республика Президенчĕ суйлава кайнă, сасăлава хутшăнса çапла майпа хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçланă суйлавçăсене тав турĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, юлашки çулсенчи финанспа экономика кризисне, пĕлтĕрхи шăрăх çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене, çавна пула апат-çимĕç хакĕсем ỹснине пăхмасăр республикăра пурăнакансенчен чылайăшĕ сассисене хăйсем шанакан политика партийĕшĕн пачĕç. Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи суйлавçăсем суйлава хутшăнни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Раççей Патшалăх Думине çĕр-шывĕпе суйлавçăсен 60,2: хутшăннă, Чăваш Енре _ 61,5: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавне 2006 çулта суйлавçăсен 43,7: хутшăннă пулсан, кăçалхи раштавăн 4-мĕшĕнче _ 61,54:. Ỹсĕм 17,8 : танлашать. Суйлав итогĕсемпе РФ Патшалăх Думинче тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче тăватă парти фракцийĕсем йĕркеленĕç _ "Единая Россия", КПРФ, Справедливая Россия тата ЛДПР. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче "Единая Россия" партин 33 депутат пулать, КПРФăн _4, Справедливая Россия партин _ 5, ЛДПРăн _ 2. Президент суйлавра Тăвай районĕнчи суйлавçăсем пысăк активлăх кăтартнине палăртрĕ. Унта суйлав прави пур çынсен 91,19: сасăлава хутшăннă. Шăмăршă, Патăрьел районĕсенче пурăнакансем те активлăхпа палăрнă. Михаил Игнатьев асăннă районсенчи суйлавçăсене уйрăммăн тав турĕ. Çак районсенче пурăнакансем "Единая Россия" партишĕн уйрăмах нумай сасăланипе те палăрса тăнă. "Суйлав итогĕсем ертсе пыракан парти хăйĕн позицийĕсене çирĕплетни çинчен калаççĕ, _ терĕ Михаил Игнатьев. _ Чи кирли _ эпир политика кĕрешĕвне тỹрĕ кăмăлпа тытса пытăмăр. Халăха тĕрĕссине каларăмăр. Çав вăхăтрах уйрăм партисем таса мар технологисемпе усă курчĕç, хăш-пĕр хаçатсем халăх патне тĕрĕс мар информацисем çитерчĕç". Президент Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссине суйлава ăнăçлă ирттерсе ярассишĕн тухăçлă ĕçленĕшĕн, право йĕркисене сыхлакан органсене обществăлла йĕркелĕхе тытса пынăшăн, журналистсене суйлав тапхăрĕнчи кампанине тĕрĕс тата чăн çутатса тăнăшăн тав турĕ. Тепĕр эрнере пил-лĕкмĕш суйлаври Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш сессийĕ уçăлать. Унта Чăваш Ен ертỹçи саккунсем кăларакан органăн çĕнелнĕ йышĕ умĕнче тухса калаçать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский Патшалăх Канашĕн çĕнĕ йышĕнче депутатсен 75: "Единая Россия" парти членĕсенчен тăнине палăртрĕ. "Республикăри Патшалăх Канашĕ Правительствăпа пĕрле Чăваш Республикинче пурăнакан граждансене пурăнма тивĕçлĕ майсем туса хурассишĕн хăйĕнчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тăвĕ. Тĕп вырăнта _ экономикăна çĕклесси. Умра тăракан пирвайхи тĕллеве пурнăçларăмăр, халĕ малашлăхшăн ĕçлемелле", _ терĕ вăл. Журналистсем Михаил Игнатьева тата Михаил Михайловские ыйтусем чылай пачĕç. Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕн списокĕнче Михаил Игнатьев пĕрремĕш номерпе тăнине кура журналистсене вăл Патшалăх Думине ĕçлеме каясси интереслентерчĕ. Паллах, каймасть. Пĕрремĕш номер пирки каланă май республика ертỹçи çакна Раççей ертỹçисем, суйлавçăсем хăйне шаннипе ăнлантарчĕ. Йĕрке тăрăх списокра маларах тăраканни хăйĕн Думăри вырăнне аяларах тăраканнине пама пултарать. Республика списокĕпе иккĕмĕш вырăнта Константин Косачев тăрать. Вăл депутат пулать. Иккĕмĕш депутат кам пуласси хальлĕхе паллă мар-ха. Пресс-конференцире журналистсем республика ертỹçисем Думăри Чăваш Республикинчен суйланнă ытти фракцири депутатсемпе пĕрле ĕçлесси пирки кăсăкланчĕç. "Единая Россия" партирен суйланнă депутатсене эпĕ шанатăп, _ терĕ Михаил Игнатьев. _ Анчах КПРФ тата Справедливая Россия депутачĕсемпе шанăç пулман, пулмĕ те". Сăмах кунта В.Шурчановпа А.Аксаков пирки пулчĕ. Вĕсем Чăваш Еншĕн нимĕн те туманнине палăртрĕ Михаил Игнатьев. Çакна тĕслĕхсемпе çи-рĕплетрĕ вăл.