Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юсавлăхне тĕрĕслĕр

07 декабря 2011 г.

 Кăçал районта 18 пушар (пĕлтĕр 23) тухнине регистрациленĕ. Пушарсен тăкакĕ 738 пин тенкĕпе танлашнă. Хăрушă инкек пурăнмалли уйрăм хуçалăхсенче ытларах (12 пушар) пулса иртнĕ. Вут-çулăм кил хуçисен айăпĕпе алхаснă тĕслĕхсем нумай. Хĕле кĕнĕ май каланккасемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине, юсавсăр кăмакасемпе, мăрьесемпе усă курмалла маррине асра тытмалла. Йĕрке тăрăх кăмака мăрйисене хĕрлĕ кирпĕчрен кăна тума юрать. Маччаран тухакан вырăнта мăрьен пĕр енĕн хулăнăшĕ 25 сантиметртан кая мар пулмалла. Ăна вăхăтра тĕрĕслесе, хăрăмран тасатса, юсаса тăмалла. Мăрьене тăмпа хăйăр растворĕпе сăтăрса, шуратсах тăмалла. Каланкка умне шăвăç тимĕр татăкĕ çапса хумалла. Вутпа хутса тăнă вăхăтра килтен тухса каймалла мар. Пĕчĕк ачасене шанса хăварни те ырă патне илсе пымасть. Электричество вăйĕпе ĕçлекен приборсемпе те тĕрĕс усă курмалла. Хăвăр тĕллĕн ăсталанă приборсемпе усă ан курăр. Электричество пралукĕсем кивелсе юрăхсăра тухни те инкек патне илсе пырать. Плафонсăр лампочкăсене вăрах вăхăт çутса тăмалла мар. Çавăн пекех çунакан лампочка япаласем çумне çыпçăнса тăни те (50 см çывăх пулмалла мар) хăрушă. Каланкка çывăхĕнче те çунакан япала ытлашши. Хисеплĕ кил хуçисем! Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнни ĕмĕрĕпе пухăннă пурлăха упрама май панине асра тытăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика