Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕкрен - пысăк шухăш патне

07 декабря 2011 г.

Çитĕнекен çамрăк ăрăва çирĕп те тарăн пĕлỹ парасси, ăна пур енлĕ аталанса ỹсме пулăшасси - вĕрентекенĕн чи таса тивĕçĕ. Кĕçĕн классен учителĕсемшĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл - вĕренекенсен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси. Ăна пурнăçлама класс тата ун тулашĕнчи вулав урокĕсем пулăшаççĕ. Ачасене кĕнекене вулама, ăна юратма хăнăхтарсан ку тĕллевсене пурнăçлама çăмăл. Психологсем каланă тăрăх, ача чухне вуланă йĕркесем, çитĕнсен вуланипе танлаштарсан, ĕмĕр тăршшĕпех пуçра упранса юлаççĕ. Хам вĕрентекен ачасене те кĕнекепе туслашма хăнăхтарса пыратăп, мĕншĕн тесен кĕнеке вулани вĕсене вĕренỹре пулăшать. Чи малтанах ачасен вулав хăвăртлăхĕ ỹсет, чĕлхи, тавра курăмĕ аталанать. Хам та кĕнекене алăран ярасшăн мар. Юлашки вăхăтра Геннадий Никандрович Волковăн "Кил илемĕ" кĕнекине тепĕр хут вуласа тухрăм. Юмахсемпе калавсене, очерксене автор тăван халăхăн ĕмĕрхи ăс-тăнне, йăли-йĕркине, кăмăл-сипетне тата пурнăçĕ тăршшĕпе хăй курни-илтнине тĕпе хурса çырнă. Г.Н.Волковăн ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ. Вăл вĕрентекен, писатель, ученăй, публицист, куçаруçă, критик, академик, этнопедагог. Унăн пархатарлă ĕçне паян чăвашсемпе вырăссем çеç мар, ытти нумай-нумай халăх çыннисем пысăка хурса хаклаççĕ. Геннадий Никандрович ăсчах кĕнекинчи хайлавсем çитĕнекен ăрăва ăс парас, вĕсене тỹрĕ те ырă чунлă пулма вĕрентессипе палăрса тăраççĕ. Çавăн пекех ашшĕ-амăшне, ватăсене хисеплесси, пурнăçра аслисем вĕрентнине тимлесси, кил-йышпа лайăх пурăнасси, тỹрĕ чунлă пулма хăнăхтарасси, ĕçе, тăван халăха, тăван чĕлхене юратасси çинчен калани вырăнта. Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн ăслă та тарăн шухăшлă хайлавĕсене, унăн сăмахĕсене ỹссе пыракан ăрăвăн кашни ывăлĕ-хĕрĕ патне çитерме тăрăшмалла пирĕн. Çак тĕллевпе класри кашни ача Г.Н.Волковăн "Кил илемĕ" кĕнекипе паллашрĕ. Кĕнекери юмахсене, калавсене, очерксене ачасемпе пĕрле тишкертĕмĕр, килĕшнĕ юмахăн содержанине иккĕмĕшсем кĕскен каласа та пачĕç. Пĕчĕккисене кăна мар, çитĕннисене те паллă академикăмăрăн çак кĕнеки килĕшет. Пуçламăш шкул вĕрентỹпе воспитани ĕçĕн никĕсĕ шутланса тăрать. Çавăнпа та çак никĕс çирĕп пултăр тесе кĕçĕн классенчех ачасемпе çанă тавăрса ĕçлетпĕр. Пуçламăш класс ачисене лайăх вĕренме, ваттисене хисеплеме, ĕçе юратма, пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе пурăнма, çут çанталăк пурлăхне упрама вĕрентес ĕçре усă куратпăр та çак маларах аса илнĕ кĕнекене. "Аçу-аннỹ яланах хисепре пултăр", "Ăслă ача" калавĕсенче ватта сума сăвакан - хăй те ватă пулакан, ватта хурлăх тăвакан - хăй те хурлăх куракан шухăш тĕпре. "Чи пысăк инкек" калавăн пĕлтерĕшĕ те шухăша ярать. Мĕн-ши этемшĕн чи пысăк инкек? Алă çукки, урасăр, илтейми, курми пулни, ăсран тайăлни? Çук иккен. Вĕсенчен пысăкрах инкек пур çĕр çинче. Юлхавлăх. Юл- хав - чи пысăк инкек. Кашни хайлавĕнчех Г.Н.Волков çамрăксене ваттисен сăмахĕ урлă ăса вĕрентсе калани мĕне тăрать. "Тăван киле телей кỹрекен пул", - тет академик. Пилĕк сăмах. Анчах вĕсенче мĕнле тарăн шухăш палăртать аслă вĕрентекенĕмĕр. Çакă ачан мĕн пĕчĕкрен тăрăшса вĕренмеллине, унтан алла специальность илсе çĕр-шыва юрăхлă çын, ыттисемшĕн, уйрăмах хăвăн ачусемшĕн, ырă тĕслĕх пулмаллине калать. Вара этем пурнăçĕ, ватлăхĕ канлĕ пулĕ. Унтах тепĕр шухăш çирĕплетет. Аçу-аннỹшĕн чи пысăк телей вăл - санăн тỹрĕ пурнăçу, ĕçченлĕхỹ, санăн ĕçри, вĕренỹри ỹсĕмсем. Мĕн чухлĕ ăслă та тарăн шухăш академикăн сăмахĕсенче, вĕрентĕвĕнче. Çавăнпа та эпир çак шухăшсене çамрăк ăру патне çитересшĕн те. Ачасем тỹрĕ чунлă, ăслă, сăпайлă, мал ĕмĕтлĕ пулса ỹсчĕр, ашшĕ-амăшне, ваттисене хисеплеме вĕренччĕр, Тăван çĕр-шыва, тăван чĕлхене юратма, хаклама хăнăхчăр тесе тимлетпĕр те эпир, вĕрентекенсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика