Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытти çĕрте те усă курма май пур

07 декабря 2011 г.

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2011 çулхи чỹк уйăхĕн 14-мĕшĕнчи 931-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, амăшĕн капиталне ытти çĕрте те усă курма май пур: ăна ача садĕнче е пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденисенче воспитани илнĕшĕн тỹлеме ирĕк панă. Ача садĕнче е шкулта илекен пулăшусемшĕн сертификатпа заявленине Раççей Пенси фончĕн территори органне ачасемшĕн мĕн чухлĕ тỹлемеллине палăртакан килĕшỹпе пĕрле тăратмалла. Пĕрремĕш тỹлеве заявленине йышăннăранпа 2 уйăхран куçараççĕ, ытти пайне - каярах, килĕшỹре палăртнă вăхăтра. Хальлĕхе амăшĕн капиталĕ 365698 тенкĕпе танлашать. Çĕнĕ çулта вăл 387,6 пин тенкĕ пулĕ. Ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевлĕ патшалăх программи пурнăçа кĕнĕренпе Пенси фончĕн районти управленийĕ ача амăшĕсене 598 сертификат панă. 173 çемье амăшĕн капиталĕпе туллин е унăн пĕр пайĕпе - пурĕ 27451 пин тенкĕлĕх усă курнă. 172 çемье ăна пурнăç условийĕсене лайăхлатма, пĕр çемье ачана вĕрентнĕ çĕре янă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика