03 декабря 2011 г.
Чăваш Енре управляющи компанисен ĕç-хĕлне Чăваш Енĕн Пурăнмалли çурт-йĕрĕн патшалăх инспекцийĕпе прокуратура пĕрле тĕрĕслев ирттернин итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн тĕрĕслев управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Лариса Силова пĕлтернĕ тăрăх, должноçри 152 çынна тата юридици вăйĕнчи 45 çынна административлă майпа явап тыттарнă, 837 асăрхаттару çырнă. Чăваш Енри мĕн пур 130 управляющи компанине тĕрĕсленĕ. Силова пĕлтернĕ тăрăх, тĕрĕслев управленийĕ тỹрремĕнех хутшăннипе "Тăвай районĕн пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх управляющи компанийĕ" ОООра йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Кунта çурт-йĕре тытса тăма тата юсама 1172 пин тенкĕ сăлтавсăр тăкакланă. Çак управляющи компанине Тăвайĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрассипе ĕçлеме чарнă. Çавăн пекех "Стандарт" управляющи компанийĕ те палăртнинчен 314 пин тенкĕ сăлтавсăр тăкакланă. Унсăр пуçне кунта çурт-йĕре тытса тăмалли тарифа ытлашшипех ỹстерсе çирĕплетнĕ, 262 пин тенкĕ ытларах шутланă. Тĕрĕслев материалĕсене Чăваш Ен прокуратурине мерăсем йышăнма панă. Çĕнĕ Шупашкарти "Новэк" управляющи компани" ООО (вăл нумай хваттерлĕ çуртсен çуррине яхăн тытса тăрать) вара ăшă энергийĕшĕн пурăнакансенчен укçа-тенкĕ илсе тĕллевсĕр усă курнине палăртнă. Çавăнпа энергипе тивĕçтерекен "Коммуналлă технологисем" ООО коммуналлă пулăшусемшĕн 78 миллион тенкĕ илеймен. "Новэк" ертỹçи енĕпе прокурор тĕрĕслевĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Хăйсене начар енчен кăтартнă управляющи компанисен ертỹçисене пысăк суммăна "çухатнăшăн" "çухаваран ярса илме", "вĕсен ури айĕнче çĕр çунĕ" тесе пĕлтернĕ республика влаçĕ. Каярахпа пĕлнĕ тăрăх, РФ Патшалăх Думин депутачĕ "Новэк" ертỹçине хỹтĕлесе депутат ыйтăвĕпе çырупа тухнă. Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев тĕлĕнĕвне пытарайман: политик мĕншĕн управляющи компанисен ертỹçисене хỹтĕлет, çав вăхăтрах "вĕсен ĕç-хĕлĕнчен инкек тỹснĕ çынсене манса хăварать". Прокуратура пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 9 уйăхра Чăваш Енре пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче йĕркене пăснă 1251 тĕслĕхе тупса палăртнă, 593 асăрхаттару çырнă, суда 120 тавăç тăратнă, 134 çынна административлă майпа айăпланă. Право сыхлавĕн органĕсем 5 уголовнăй ĕç пуçарнă. (REGNUM информаци агентстви пĕлтернĕ тăрăх.)