Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа тусли вăй кỹрет

03 декабря 2011 г.

Тĕрлĕ сăлтавсене пула сусăрланнă, чир-чĕре пула нуша куракан çынсем те сахал мар пирĕн хушăра. Вĕсене пулăшас, май килнĕ таран ăнланас тесе тăрăшатпăр эпир. Çапла пулмалла та этемĕн: теприн хуйхи-суйхи аякра пулмалла мар пирĕншĕн. Сусăрланасси те, чир-чĕр те кĕтмен çĕртен пулса тухать, инкек кирек кампа та пулма пултарать. Кашни çулах инвалидсем хушшинче спорт фестивалĕ ирттересси йăлана кĕнĕ. Малтанах районта иртет вăл, унтан - республикăра. Районти çĕнтерỹçĕсем Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕнче хăйсен вăйне спортăн тĕрлĕ енĕпе кăтартрĕç. Пилĕк шкул ачи, икĕ арçын хỹтĕлерĕç район чысне. Кушкăри вăтам шкулта тăххăрмĕш класра вĕренекен Анна Кирюхина алă вăйĕ виçсе республикăра пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Элекçей Тимешри Данил Еремеев, Турханти Катьăпа Алеша Поликарповсем, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Артем Никифоров дартс, армспорт енĕпе тупăшрĕç, начар мар кăтарту турĕç. Елчĕкри Анатолий Сайкин шашкăлла вылярĕ. Курнавăшри Андрей Мясников алă вăйĕ виçессипе ăмăртрĕ. Республикăри инвалидсен 13-мĕш фестивальне хутшăннă спорт тусĕсене кучченеçсемпе, Çĕнĕ çул парнисемпе савăнтарчĕç, тỹлевсĕр икĕ хут апатлантарчĕç. Хулана кайса килнĕшĕн ачасемпе арçынсем питĕ хавас пулчĕç. Хăйсем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма пултарнăшăн хавас пулнине пытармарĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика