Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать

03 декабря 2011 г.

 Районти фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарассине мĕнле йĕркелени - паянхи кунхи çивĕч ыйту. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсен фермисене тăтăш тухса çỹреме тăрăшатпăр. "Арланово" ОООри Кивĕ Арланкассинчи фермăра хальхи вăхăтра мăйракаллă шултăра выльăхсем 81 пуç шутланаççĕ. Кăçал вĕсем иртнĕ çулхинчен те 8 пуç сахалрах. Çак хисепрен 60-шĕ - сăвакан ĕнесем. Ферма заведующийĕпе Валентина Ивановăпа тĕл пултăмăр. Вăл витерен тислĕк кăларакан транспортер ĕçлеменнине палăртрĕ, çавăнпа ĕнесем таса мар иккен. Эпир кунта каçхине 4 сехетре çитнĕ чухне ĕнесем картишĕнчехчĕ. Иртен пуçласа çак вăхăтчен урамра тăнă ĕнесем шăнса ĕнтĕркенĕ. Ытлăн-çитлĕн тăрантарманни те вĕсене курсанах паллă пулчĕ. Кăçал выльăх апатне çитĕлĕклĕ таран хатĕрлеме услови те лайăх пулчĕ темелле. Апла пулин те Кивĕ Арланкассинче хальхи вăхăтра куллен кашни ĕнерен 5 килограмм ытларах анчах сĕт сăваççĕ. Иртнĕ çул та çак вăхăтри кăтарту 8 килогрампа танлашнă. Ĕнесен умĕнче тăвар та çук. "Арланово" ОООра сыснасене вуçех пĕтернĕ, ĕнесен хисепне ỹстересси пирки те шухăшламаççĕ. "Кушкă" ял хуçалăх производство кооперативĕнче 251 пуç мăйракаллă шултăра выльăх, вĕсенчен 120-шĕ сăвакан ĕнесем. Кунта та сăвăм пĕчĕк - 4 килограмм ытла çеç. Сăвакан ĕнесен кулленхи рационне çакăн пек çирĕплетнĕ: 3,5 килограмм концентрат, 10 килограмм улăм. Нумаях пулмасть вĕсене сенажпа тăрантарма тытăннă. Çăнăха хуралса кайнă улăм çине сапса панине пула вăл çийĕнмест, ĕнесем начарланса пыраççĕ. Çак лару-тăрура,паллах, сĕт суса илессине ỹстерме те, выльăхсене вăхăтлă чуптарса пĕтĕлентерме те çук. Хуçалăх ертỹçи Петр Хмелев каланă тăрăх, фермăри выльăхсене тăрантарма лайăх пахалăхлă улăмпа сенаж та пур. Апла пулсан, вĕсемпе кирлĕ пек усă курмалла, пĕлсе тăрса выльăхсен сывлăхне сиенлетмелле мар. Пурĕ 68 пуç мăйракаллă шултăра выльăх, çав шутран 28 сăвакан ĕне тытакан "Знамя" хуçалăхра ферма заведующийĕ, специалистсем çук. Çавна май вĕсен ĕçне хуçалăх ертỹçипе тĕп бухгалтер туса пыраççĕ. Тĕп бухгалтер пĕр ĕнене куллен 4 килограмм çăнăх, 15 килограмм сенаж, 10 килограмм улăм, 10 килограмм жом тивĕçнине палăртать. Анчах фермăри ĕç-хĕле тĕплĕнрех тишкерсен ĕнесене пурне те çăнăх пĕр пек тивĕçменни, жомпа вуçех тăрантарманни яр уççăн курăнчĕ. Кунта ĕнесене пĕтĕлентерес ĕçе те япăх йĕркелесе пыраççĕ. Кăçалхи 10 уйăхра 100 ĕнерен 68 пăру анчах илнĕ. Выльăхсен хисепĕ те пĕчĕк. Паянхи пек ĕçлесен сăвакан ĕнесен шутне 100 пуçа çитерме 50 çул! кирлĕ. Сивĕ хĕл кунĕсем çитрĕç, çавна май фермăсенче выльăхсен рационне çĕнĕрен пăхса тухмалла, ăна минераллă тата витаминлă хутăшсемпе пуянлатмалла. Раштав, кăрлач, нарăс уйăхĕсенче ĕнесемпе пушмак пăрусем йышлăн пăрулама тытăнаççĕ. Çавна май пăрусене сыхласа хăварассинче тĕрлĕ чăрмавсем тухса тăрасси каламасăрах паллă. Пăрусене колибактериоз чирĕнчен сыхласси уйрăмах çивĕч ыйту пулса тăрать. Ветеринари специалисчĕсен тĕрлĕ прививкăсене вăхăтра тума май пултăр тесен кирлĕ вакцинăсене малтанах туянмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика