03 декабря 2011 г.
Çĕр-шыв Правительстви алкоголь продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне чарса лартасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Бюджет укçи-тенки нумай çухалать. Вăрттăн тавар туса кăларакансем, саккуна пăхăнса ĕçлекен компанисемпе танлаштарсан, акцизсемпе хушăннă хаклăх налукĕсене тỹлемесĕр миллионшар литр вăрттăн продукци туса кăлараççĕ тата ăна 1,5 -2 хут хаклăрах хакпа сутаççĕ. Хăш-пĕр кăтартусем хальхи вăхăтра вăрттăн алкоголь секторĕ рынокра 40 процент таран йышăннине палăртаççĕ. Çакă çынсен пĕтĕм сывлăхне, пурнăçне пĕтерет, пĕтĕмĕшле илсен, наци генофончĕпе çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.А.Медведев федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе ирттернĕ тĕл пулура алкоголизм ыйтăвне татса парассинче хăйне майлă мелсемпе усă курма, яваплăх ыйтăвне чи малти вырăна хума кирлине палăртнă. Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев пуçарнипе республика территорийĕнче алкоголь продукчĕсене вăрттăн сутнине тупса палăртас, малашне çак ĕçе тума чарса лартас тĕлĕшпе курăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх республика территорийĕнчи "Беркут 3000" ОООна 76,5 пин бутылка, пурĕ 6,6 миллион тенкĕлĕх, суя акциз маркăллă эрех кỹрсе килнĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çак суя эрехе 90 суту-илỹ объектĕнче сутнине тупса палăртнă, пурĕ 3190 бутылка туртса илнĕ. Вĕсем продукцин çак тĕсĕсем пулнă: - 0,5 литрлă "Выбор", "Хлебная" водка (1 бутылки 98 тенкĕрен пуçласа 124 тенкĕ таран); - 0,5 литрлă "Пшеничная" водка (1 бутылки 98 тенкĕрен пуçласа 130 тенкĕ таран); - 0,5 литрлă "Старорусская" водка (1 бутылки 98 тенкĕрен пуçласа 115 тенкĕ таран). Хальхи вăхăтра асăннă суя эрехсем çын сывлăхне мĕнле сиен кỹнине тĕрĕслеççĕ. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тума май парĕç. Алкоголь продукцине сутма лицензи паракан Чăваш Республикинчи Экономика аталанăвĕн министерствинче те суя, сывлăхшăн сиенлĕ тавара сутма чарассипе малалла тимлеççĕ. "Аверс", "Акатуй суту-илỹ çурчĕ", "Виакар", "Мария" ОООсем, Вăрнар райповĕн "Экспресс" 4-мĕш лавккинче, "Мария" (Калинино ялĕ), "Ареал" ОООсенче (Патăръел), Муркашри гастрономра, Муркаш райповĕн "Волна" лавккинче сутнă эрехĕн 16 тĕсĕ суя пулнине тупса палăртнă. Хальхи вăхăтра республикăри ваккăн суту-илỹ тумалли организацисенче суя акциз маркăллă алкоголь продукцийĕсене илсе килессинчен сыхланас тĕлĕшпе ăнлантару ĕçĕсене туса ирттереççĕ. Контрольпе асăрхав органĕсем суя эрех туса кăларакансене тата вĕсемпе суту-илỹ тăвакан организацисене тупса палăртассипе, вĕсен тĕлĕшĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнассипе малашне те пикенсе ĕçлеме палăртнă.