Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр йăваран - вун пĕрĕн

03 декабря 2011 г.

Пĕр йăваран - вун пĕрĕн

 Аслă Пăла Тимешри Барановсем ялти ватăсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Ĕмĕрĕсене тăван хуçалăхра тар тăкса ирттернĕ. Паян патшалăх паракан пенсипе килте хăтлă та тутă пурăнаççĕ. Çитмĕл çулхи Тамара Леонидовнăпа çитмĕл пилĕк çулхи Владимир Гурьевич 11 ача çуратса ỹстернĕ. Вун пĕр тĕпренчĕке ура çине тăратма мĕн чухлĕ чăтăмлăх, харсăрлăх, пултарулăх, ĕçченлĕх, ăшăлăх кирлине ăнланса илме те çăмăл мар. Çапах та халĕччен те нăйкăшман хĕрарăм. Ĕçренех ача çуратма тухса кайнă, çуратса килнĕ хыççăн эрнеренех ĕçе васканă. - Ĕç пулмасан укçа-тенкĕллĕ пулаймăн, сак тулли ача-пăчана ỹстерме сахал мар кирлĕ мулĕ, - тет Тамара аппа. Унтан хушса хурать: - Мăшăрăм ир-ирех ĕçе тухса кайнă та сĕм çĕрле килсе кĕнĕ. Ĕлĕкхи трактористсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр уй-хирте вăй хунă. Çавăнпа та ачасене пăхасси, воспитани парасси ытларах, ытти çемьери пекех, амăшĕ çине тиеннĕ. Кăçалхи çу уйăхĕнче Барановсем паллă та сумлă уявсен кĕрекине пуçтарăннине паян та калаçаççĕ ялта. Ытла та шеп ирттернĕ вĕсем ылтăн туйне, çуралнă кунĕсене. Хапха умне вырнаçман ачисемпе мăнукĕсем лартса тухнă çăмăл машинăсем. Амăшĕпе ашшĕне саламлама инçетрисем те килнĕ. Пĕр тăвансем тĕл пулнишĕн хавасланса, чун панă çынсене хисеплесе янăравлă, чуна ăшăтса яракан сăмахсем нумай каланă. Чун панă ултă ывăлпа пилĕк хĕрĕ пĕринчен тепри маттур та илемлĕ, сывлăхлă. Барановсен йăхĕ ламран лама куçса пынăшăн хĕпĕртенĕ ватăсен куçĕсем савăнăç куççулĕпе тулаççĕ. Çапла пулмасăр, тин кăна пỹрт тулли ача хĕвĕшетчĕ. Халĕ вара вĕсем ăшă йăваран вĕçсе тухса кайса саланнă. Тем пысăкăш çурт пушанса юлнине те сиссе юлаймарĕç ашшĕпе амăшĕ. Çунат сарнă "чĕпписем" ватăсене манмаççĕ, телефон шăнкăртатса çеç тăрать. Амăшĕпе ашшĕн сывлăхĕпе тăтăшах интересленеççĕ. Лараççĕ кухньăра Тамара Леонидовнăпа Владимир Гурьевич тутлă та техĕмлĕ чей ĕçсе. Хăйсем утса тухнă кун-çула "шĕкĕлчеççĕ". "Ара, ĕмĕр иртнине те сиссе юлаймарăмăр вĕт",- теççĕ иккĕшĕ те пĕр сăмахлă пулса. ...Тамара çемьере асли пулнăран мĕн пĕчĕкрен ĕçе кỹленнĕ. Кил хушшинчи тăнăçлăх ун çине тиеннĕ. Кĕçĕннисене пăхасси унăн тĕп тивĕçĕ пулса тăнă. Хĕр ачана амăшĕ ачаранах алă ĕçне вĕрентнĕ. Хăй ăшшине йăмăк-шăллĕсене панă вăл. Пуçра пĕрре мар ырă шухăш вĕлтлетсе иртнĕ: "Манăн та ăш пиллĕ амăшĕ пуласчĕ, пурнăç калчисене чун парасчĕ". Тăхăр класс пĕтерсен хĕр малалла вĕренме кайман. Тăван хуçалăхра ĕçлеме пуçланă. Пултаруллă та харсăр хĕре звеньевоя лартнă. Тул çутăлсанах ĕçе тухнине аса илет те вăл, пурнăç мĕнле улшăннинчен тĕлĕнсе пĕтереймест. Ыйхă мĕнне ăнланман пулĕ вăл вăхăтри çамрăксем. Хĕрỹ ĕç вăхăчĕсенче хиртен кĕме пĕлмен. Çамрăк хĕрарăмсем кỹме туртса хире васканă. Каярахпа хăйне те çав шăпа кĕтнĕ. 1961 çулхи Çăварнинче çирĕмри Тамара качча тухнă. Çемьере темле йывăрлăх сиксе тухсан та мăшăр пĕр-пĕрне ăнланса пурăннине, ачасемшĕн тăрăшмаллине туйнă, вĕсене сывлăхлă та тĕреклĕ ỹстерессишĕн хăйсенчен килнине пĕтĕмпех пурнăçланă. Çичĕ çул хунямапа пурăннă Тамара. Унтан çамрăксем уйрăлса тухнă. Çĕнĕ пỹрт лартнă. Çулталăкран йыш хутшăннă Барановсен çемйинче. Аслă хĕрне Зина ят панă. Вăл сакăр класс хыççăнах Надым хулине тухса кайнă та унта тĕпленнĕ. Юрка ашшĕпе амăшĕн тĕрекĕ. Вăл ватăсемпе пĕрле пурăнать. Илюшпа Валери те ялтах хунав янă. Аслăраххи васкавлă пулăшу машинин водителĕ, тепĕр ывăлĕ Мускава ĕçлеме çỹрет. Саша Ульяновск хулинче пурăнать. Витя аппăшĕ патне инçете çул хывнă - Надымра. Аниса, Алина Шупашкарта. Медсестрапа сутуçă профессийĕсене суйласа илнĕ. Олег Çĕнĕ Шупашкарта. Водитель. Таня учительница. Кушкă шкулĕнче ĕçлет. Кĕçĕнни, Людмила, ЧПУ пĕтернĕ. Чăваш чĕлхин учительницине вĕренсе тухсан тата юрист специальноçне алла илнĕ. - Ачасем епле те пулсан çĕр-шывшăн, хамăршăн усăллă çынсем пулса ỹсчĕр тесе тăрăшнă. Пурин аллинче те специальноç пур. Çакă вара чи пахи. Кашнийĕшĕ ĕçре правур, мухтанса каламастăп та, вĕсемшĕн пит хĕретме тивмен пире, - тет Тамара Леонидовна. Туслă та пысăк çемьен мăнаçлăхĕ - пĕр тăвансем пĕр-пĕриншĕн кар тăни, ĕçрен ỹркенменни, йывăрлăх умĕнче пуç усманни. - Çăкăр ĕçлемесĕр пулманнине ăнланнă вĕсем. Пирĕн çемье икĕ-виçĕ пай илсе çум çумланă хăй вăхăтĕнче. Пĕчĕккĕллех ĕçе хăнăхтарни хăйсемшĕн пулнине пĕрле пухăнсан кăмăллăн аса илеççĕ вара, - калаçăва малалла тăсать вун пĕр ача амăшĕ. Çăмăлах пулман йышлă çемьен пурнăçĕ. Çапах та сĕтел çăкăр-тăвартан татăлман, пĕр тăвансем çăтăк çỹремен. Типтерлĕхе хăнăхса ỹснĕ, аслисен пĕчĕкленнĕ япалисене кĕçĕннисем тăхăннă. Касри ача-пăча тăвайккинче ярăннă, Барановсем те унтан кĕме пĕлмен, çапах та нихăçан та кĕпе-йĕмсене çурнине астумасть амăшĕ. Шкула та тап-таса, чыслă çỹренĕ. Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче ачисене хурланине илтмен. Арçын ачасем çуллахи каникул вăхăтĕнче ашшĕ çумĕнче тăрмашнă. Руль çỹллĕш те ỹссе çитеймен шăпăрлансем техникăна ăнланнă, хĕрĕсем вара çĕлеме, çыхма, тĕрлеме ăста пулнипе палăрнă. Ĕçрен часах пушанайман Тамара аппапа Володя пичче. Тепĕр чухне амăшĕ ĕçрен таврăниччен пепкесем çывăрса та кайнă. Хĕрарăм кил-çурта пуçтарнă, çĕрĕпе япала çунă, ирхине ирех ывăл-хĕрĕсем тăриччен сĕтел çинче вĕри апат пăсланса ларнă. Хăçан выртса çывăрнине те курман тĕпренчĕксем амăшне. Амăшĕн кунĕнче те Барановсен çурчĕ пĕр самантра шавлă сасăпа тулчĕ. Çывăхра пурăнакан ывăл-хĕрĕсем амăшне уявпа саламлама килчĕç. Пурнăç пилленĕ çынсене самантлăха та куç умĕнчен кăлармаççĕ тĕпренчĕкĕсем. Ватлăхра кăштах чир-чĕр çулăхма пуçланă амăшĕ-героиньăна, ашшĕне ачисен хисепĕнчен ытла мĕн кирлĕ тата! Телейпе çиçеççĕ вун пĕр ачана телей пилленĕ амăшĕн ăшă куçĕсем... 

Сăн ỹкерчĕкре: Барановсем мăнукĕсемпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика