03 декабря 2011 г.
Çакăн пек ыйтупа кĕчĕ ман пата 50 çултан иртнĕ арçын. Ăна пĕчĕкренех пĕлетĕп. Шкулта вăтам вĕренетчĕ. Вунă класс пĕтернĕ хыççăн Совет Çарĕнче службăра тăчĕ. Унтан таврăнсан тăван хуçалăхра ĕçлеме пуçларĕ. Куçăмсăр майпа вĕренсе аслă пĕлỹ илчĕ. Халĕ начальникре вăй хурать. Ĕçре çынна яланах "хăваласа" ĕçлеттерме юратать, кĕтме юратмасть. Çав вăхăтрах вăл çемье, кил çинчен пачах шухăшламасть. Производствăра пуринчен те пысăк яваплăха туйса нумай ĕçлеме, дисциплинăна çирĕп пăхăнма ыйтать. Пĕр сăмахпа, çын кунĕн-çĕрĕн ĕçшĕн çунать, канăçсăрланать. Ывăннине вара йăлана кĕнĕ тăрăх, ытларах çăра чейпе, кофепе е алкогольпе ирттерсе яма тăрăшать. Ĕçри ăнăçлăхшăн вăл килте те тарăн шухăшлать, мăшăрĕпе ачисем çине кăшкăрма пăхать. Унтан, паллах, кăмăл сỹрĕкленет. Çакăн пек çынсене паянхи наука "трудоголик" тет. Çакăн пек çыннăн юлташсем пачах çук, вăл никама та шанмасть. Унăн çемйинче ăшăлăх тахçанах çухалнă. Çемье пурнăçĕ йăлăхтарсах çитернĕ. Ăна тепĕр çын шухăшĕ интереслентермест, ют çыннăн хуйхи-суйхи вара вĕчĕрхентерет. Мĕн пур ĕçе хăй кăна тума пултарать, ăна никам та контрольлеме пултараймасть тесе шухăшлать. Ачине те хăйĕнчен кăна ырă тĕслĕх илме вĕрентет. Ача мĕн пур вăйне парса тăрăшса ĕçлет, ăна тата та тăрăшуллăрах пулма ыйтаççĕ. Çапла вара ачан канăçсăрлăх туйăмĕ вăйлă аталанать. Вăл та трудоголик пулса çитĕнет. Аслисем ăна: "Мĕн пĕчĕк-им эсĕ, айта малалла, хăвăртрах!"- тесе кăна кăшкăрса тăраççĕ. Ачан организмĕ мĕн пĕчĕкрен хавшаса çитĕнет, анчах çакă никама та шухăшлаттармасть. Çак пулăм "совет тапхăрĕнче" пулнă, ун чухне яланах "плана ирттерсе тултарнă". Халĕ вара демократиллĕ çĕнĕ общество йĕркелемеллине, çынсене шанмаллине ăнланса пыраççĕ. "Ĕç - ĕçшĕн" пулмалла мар теççĕ. Ученăйсем миокард инфаркчĕ тата пуçри юн çаврăнăшĕн чирĕсем çулран-çул ỹснин сăлтавне чи малтанах çын хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшманнинче кураççĕ. Çын, паллах, активлă, ĕçчен пулнипе чире каймасть. Тăтăшах лару-тăрăва контрольлесе тăма тăрăшни, хăйне ыттисенчен çỹлерех тытса мăнаçланни, унпа тупăшаканăн ĕçĕ ăнăçлă пулнăшăн вĕчĕрхенни вара сывлăха сиен кỹрет. Ăнăçлăхăн рецепчĕ мĕнре-ши? Врач патне кайиччен малтан хăвăрăн сывлăхшăн тăрăшса пурнăç йĕркине улăштармаллине, апатланăва йĕркелемеллине, хăнăхнă сиенлĕ йăласенчен хăтăлмаллине ăнланса илмелле. Эпир, врачсем, пациентсене тăтăшах пирус туртмалла маррине, эрех-сăрапа иртĕнме юраманнине, тĕрĕс апатланмаллине, ирхине физзарядка тумаллине, харкам хăй виçине тытса тăмаллине, юн пусăмне, холестерина, юнри глюкозăна кирлĕ шайра тытса тăмаллине ăнлантаратпăр. Çаксем чылай чир-чĕртен хỹтĕленмелли майсем пулса тăраççĕ те. Апата илес пулсассăн рационран выльăх çăвĕсене вуçех кăларса пăрахмалла. Çавăн пекех çуллă какай, çу çинче пĕçернĕ пулăсем, тĕтĕмленĕ аш-какай, консервсем, соуссем, шурă çăкăр, юр-вар хушнă, çăнăхран пĕçернĕ изделисем çиме, чай, кофе, эрех-сăра ĕçме юрамасть. Тăварлă апат-çимĕçе, сахăр-рафинада тата çĕр улмине сахалтарах çимелле. Уйрăмах сĕт, кефир, турăх, пулă, креветка, пыл, пахча çимĕç, улма-çырла усăллă. Эрнере икĕ хутчен (юн кунпа эрне кун) çăмăл апат кунĕ тума сĕнеççĕ. Çав вăхăтрах вăхăтра канни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашни кунах сывлăхшăн усăллă физкультура упражненийĕсем тумалла, бассейнра ишмелле, велосипедпа çỹремелле, уçă сывлăшра нумай утмалла, çут çанталăкпа киленмелле, кĕнеке вуламалла... Килте, ĕçре пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçмалла, хăвăрăн сỹрĕк кăмăл-туйăмăра вăхăтра тытса чарма пĕлмелле. Чун-чĕрери хуйхă-суйхăна çывăх çынна каласа пама хăрамалла мар, ăна шалта тытса тăни питĕ сиенлĕ. Паллах, çилĕне кăларса яни кирлех, анчах телефонпа кам çинчен те пулин элек сарса, килте чашăк-тирĕке çĕмĕрсе е хире-хирĕç тăрса çапăçса мар. Манăн ырă канаш парас килет: лавккасем е пасар тăрăх йỹнĕ чей шыраса асапланса ан çỹрĕр. Хăвăр укçа-тенкĕ нумай расхутланăшăн пăшăрханатăр, сутуçăпа е черетре тăракан çынпа кăшкăрашатăр пулсан мĕншĕн çаплах хăшкăлмалла. Конфуций философ çапла каланă: "Çителĕклĕх чухăнлăхра та телей кỹрет, пуянлăхра та инкек кăтартать". Хăвăра упрамалла. Çакă пурнăçра чи кирли.