Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăхăнмалла

30 ноября 2011 г.

Елчĕк район прокуратури Курнавăш шкулĕнче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕнчен килнĕ çырăва тĕрĕсленĕ. Вĕсем шкулта вĕренекенсене çĕр улми пуçтарас ĕçе явăçтарнин саккунлăхне тĕрĕслеме ыйтнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче саккуна пăхăнман çак тĕслĕхе тупса палăртнă. Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул столовăйра ачасене тивекен апат-çимĕç хакне йỹнетес тĕллевпе кăçалхи авăн уйăхĕн 18 - 20-мĕшĕсенче, 28-мĕшĕнче, юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче ашшĕ-амăшĕсенчен ирĕк илмесĕр аслă çулсенчи тĕрлĕ класра (8-мĕш, 9-мĕш, 10-мĕш, 11-мĕш) вĕренекенсене çĕр улми, кишĕр, столовăй чĕкĕнтĕрĕ пухса кĕртес ĕçе явăçтарнă. Çавна май Раççей Федерацийĕн 1992 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнчи 3266-1 номерлĕ "Вĕренỹ çинчен" саккунĕн 50 статйин 14-мĕш пунктне пăснă - вĕренекенсенчен тата ашшĕ-амăшĕнчен ирĕк илмесĕр вĕренỹ программине кĕртмен ĕçе явăçтарнă. Саккуна пăснă асăннă тĕслĕхпе район прокуратури Курнавăш шкулĕн директорне асăннă çитменлĕхсене пĕтерме тата айăплисене дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарма хушса асăрхаттарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика