Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă спортсмена асăнса

30 ноября 2011 г.

Чăваш Республикин нумай хут чемпионне, рекордсменне, СССР спорт мастерне И.П.Портнова асăнса Аслă Пăла Тимешре штангистсен районти уçă чемпионачĕ иртнĕ. Ăмăртăва Шупашкарти, Вăрнар, Патăрьел, Елчĕк районĕсенчи 48 атлет хутшăннă. Елчĕк районĕнчи йывăр атлетсем ăнăçлă ăмăртнă. Хĕр ачасемпе хĕрсем хушшинче Курнавăш ял тăрăхĕнчи Е.Ертмакова (36 кг виçери), "Юман" спортклубри М.Портнова (48 кг), Курнавăш ял тăрăхĕнчи В.Ананьева (53 кг) пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Арçын ачасемпе яшсем те ятне яман. Курнавăш ял тăрăхĕнчи А.Паршуков (32 кг) - иккĕмĕш, П.Герасимов (38 кг) - виççĕмĕш, В.Новиковпа Д.Зайцев (46 кг), Н.Конюковпа В.Павлов (50 кг) - пĕрремĕшпе иккĕмĕш, "Юман" спортклубри А.Иноходовпа Курнавăш ял тăрăхĕнчи С.Грибов (56 кг) - пĕрремĕшпе виççĕмĕш, "Юман" спортклубри А.Зайцевпа А.Никитин, Курнавăш ял тăрăхĕнчи Д.Николаев (62 кг) пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш, "Юман" спортклубри П.Ягудин, Елчĕк ял тăрăхĕнчи А.Александров (69 кг) - пĕрремĕшпе виççĕмĕш, "Юман" спортклубри П.Портнов (77 кг) - пĕрремĕш вырăнсенче. Командăсенчен "Юман" спортклуб - пĕрремĕш, Курнавăш ял тăрăхĕ - иккĕмĕш, Елчĕк ял тăрăхĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Синклер мелĕпе шутласан вăйлă 8 атлета палăртрĕç - вĕсем грамотăсемпе призсене тивĕçрĕç. Чи вăйлă атлет П.Портнов чемпионатăн тĕп парнине - тĕрлĕ тĕслĕ телевизор çĕнсе илчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика