30 ноября 2011 г.
Хĕрарăмăн çĕр çинчи тивĕçĕ каламалла мар пысăк: ача çуратса сăпка сиктермелле, ăна çут тĕнчепе паллаштарса пĕрремĕш утăмсем тума пулăшмалла, ура çине тăратса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлармалла... Йĕри-тавралла пăхсан тỹрех курăнать: тăрăшуллă амăшĕсем пур çĕрте те пур. Турă хĕрарăма амăшĕ пулма пилленĕ. Вăл вара тĕнчери чи пысăк телей. Амăшĕн кунне халалласа районти ЗАГС пайĕнче "Анне пулни пысăк телей" уяв иртнĕ. Унта виçĕ ачаллă, виççĕмĕшне кĕтекен çамрăк амăшĕсене чĕннĕ. Ытарайми хĕрарăмсемпе пĕрле мăшăрĕсемпе ачисем те пуçтарăннă. Елчĕкри Федотовсене, Цыгановсене, Черновсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Спиридонова, пĕрле ĕçлекенсемпе тăванĕсем саламланă. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем амăшĕсен ячĕпе янăравлă юрăсем шăрантарнă. Патшалăх ача амăшĕсене лайăх пăхма тăрăшать. Çемье институтне çирĕплетмелли тата аталантармалли лайăх условисем йĕркелесси патшалăхăн çемье политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри шутланать. 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен "Республикăн амăшĕн (çемье) капиталĕ çинчен" Указ вăя кĕрет. Унпа килĕшỹллĕн виççĕмĕш ача тата ун хыççăнхи ачасем çуралсан (усрава илсен) 100 пин тенкĕ параççĕ. - Паллах, ачасене укçашăн çуратмастăн, çапах патшалăх лайăх условисем туса пама тăрăшни çемьене пысăк пулăшу кỹрет. Ачасенче - шанчăк, çемьере - телей, - тет виçĕ ача амăшĕ Ф.Цыганова. Ял ача сассипе илемлĕ. Çитес çулсенче нумай ачаллă çемьесем йышланас шанăç пур.