30 ноября 2011 г.
Пурнăç çĕнелсе улшăннине паян суккăр çын çеç кураймасть. Çывăх çыннисем каласа панă тăрăх вăл та район палламалла мар илемленсе тĕрекленнине лайăх пĕлет. Ял çыннин пурнăç шайĕ ỹснипе ыттисемпе пĕрле савăнать. Чăннипех те районти ырă ĕçсем куç умĕнче. Кирек мĕнле отрасльте те пархатарлă та сулмаклă улшăнусем нумай. Пире, афган вăрçин ветеранĕсене, çулсемпе ватă пулмасан та, сывлăх учрежденийĕсенче час-часах пулма тивет. Афганистанри вут-çулăм витĕр тухни ахальлĕн иртсе каймарĕ курăнать. Çавăнпа та манăн районти сывлăх учрежденийĕн сăваплă ĕçĕ çинче кăштах чарăнса тăрас килет. Район больницине пырса кĕрсенех тасалăх хуçаланнине, симĕс аллея ỹссе ларнине, çу вăхăтĕнче вара илемлĕ клумбăсенче чечексем ешернине асăрхатăн. Уйрăмсенче пур çĕрте те таса та çутă. Нумаях пулмасть хирурги уйрăмне тĕпрен юсарĕç. Район администрацийĕ тăрăшнипе юсанă уйрăмпа кунта сипленекенсем питĕ кăмăллă. Районти влаç халăхшăн сахал мар тăрăшать. Сывлăх сыхлавĕн учрежденине çитес çул республика бюджечĕ çине куçарассине пĕлсе тăрсах хирурги уйрăмне çĕнĕ тĕс кĕртсе район укçа-тенкине самай расхутларĕ. Такама валли мар, район халăхĕшĕн вĕт. Ял çыннисем хальхи йышши больницăра сипленни - чи пахи. Врачĕсем вара пирĕн пултаруллă. Н.Патшин заведующи, В.Петров, В.Катайкин хирургсем тата ытти шур халатлă ĕçченсем "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" ята тивĕçнĕ. Пысăк шайри операцисем тума та ăсталăх пур. Карма çăварсем калаçни пустуй сăмах, район больници пĕтмест, вăл шав малалла аталанать. Иккĕн - тăваттăн выртмалли палатăсенче çутă та хăтлă. Вăрçă ветеранĕсене кунта та, терапи уйрăмĕнчи пекех, тимлĕх ытларах уйăраççĕ. Вĕсен палатинче телевизор та, душ кабини та пур. Çакăн пек лайăх условиллĕ больницăсем республикăра та пĕрре-иккĕ кăна. Хăтлăхшăн пĕр пус та тỹлемелле мар. Эмелĕсем те çителĕклĕ. Операци тăвакан зал та хальхи йышши оборудованипе пуянланнă. Пĕр тесен, кỹршĕсем пирĕн патне хăнана та пыраймаççĕ. Вĕсем патĕнче йĕрке сахалтарах иккенне пĕрре мар кайса курма тивнĕ. Вĕсем пирĕн тирпейлĕхпе илемлĕхе, ĕçченлĕхе килсе курса вĕренсе каяççĕ кăна-ха.