Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поэзи урокĕнче

26 ноября 2011 г.

 Чăваш халăх поэчĕ Я.Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вулавăшра поэзи каçĕ иртрĕ. "Анлă та хăватлă пултарулăх" кĕнеке выставки уява килекенсене хăй патне туртрĕ. Ухсай çырнă произведенисем анлă та тавра курăмлă. Унăн тăван кĕтесе, чун-чĕрипе чăваш халăхне халалласа çырнă сăввисене вĕренекенсем илемлĕ вуларĕç. Аня Митрофанова "Ăçта кайсассăн та илтетĕп эпĕ" сăвва шăрантарчĕ. Ухсай çут çанталăка юратса Тăван çĕр-шыва халалласа çырнă ăна. Поэтăн поэзийĕ - нумай енлĕ, пуян, халăха çывăх поэзи. Писатель тăван халăхпа пĕрле пурăнса унпа пĕр кăкăртан сывлать, пурнăç пулăмĕсене те вăл тăван халăх куçĕпех виçет, хаклать, вĕсене халăх кăмăлне килекен илемлĕх мелĕсемпе сăнлать. Татьяна Павлова вуланă "Чăваш çĕр-шывĕ" сăввинче те тăван халăха унăн пурнăç пулăмĕсене тарăнрах туйса илме пулăшать. Я.Ухсая халалланă поэзи каçне Элпуçĕнчи библиотекăра та ирттертĕмĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика