Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фронтовик-çыравçă

26 ноября 2011 г.

Яков Гаврилович Ухсай 1911 çулхи чỹк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралнă. Унăн паллă кĕнекисем: "Ту урлă çул", "Хурçă та çуннă чух", "Кĕлпук мучи", "Тутимĕр" тата ыттисем. Чăваш литературинчи паллă ĕçсемшĕн ăна Чăваш АССРĕн искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш халăх поэчĕ ятсене панă. Вăл Ленин, Октябрьти Революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ тата "Хисеп Палли" орденсене, тĕрлĕ грамотăсемпе премисене тивĕçнĕ. Унăн ятне Чăваш Республикин Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Кĕнекине кĕртнĕ. Ухсай Яккăвĕ 1986 çулта çĕре кĕнĕ. Я.Г.Ухсай - чăваш халăх поэчĕ. Унăн пултарулăхĕ чăннипех те пуян, нумай енлĕ. Вăл литературăн пур жанрĕнче те - лирикăра та, драматургипе прозăра та, публицистикăпа критикăра та - ăнăçлă ĕçленĕ, 60 ытла кĕнеке авторĕ. Унăн сăввисемпе поэмисем, очеркĕсемпе романĕсем халăх пурнăçĕн пысăк тапхăрĕсене тĕрĕс çутатса параççĕ. 1941 çул, çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ. Гитлерла Германи сĕмсĕррĕн пирĕн Тăван çĕр-шыв çине тапăнса кĕрет. Калама çук хăрушă вăрçă пуçланать. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех Ухсай Яккăвĕ халăх ополченийĕн ретне тăнă, çар ĕçне вĕреннĕ, хăвăртрах фронта лекме ĕмĕтленнĕ. Часах вĕсен чаçне Шупашкартан фронта илсе каяççĕ. Пĕрремĕш хут çапăçăва поэт Воронеж хули çывăхĕнчи Давыдовка станци патĕнче кĕнĕ. Ухсай Яккăвĕ ун чухне пулеметчик пулса çапăçнă. Вăрçа "халăх тăшманĕ" ятран тасалса çитеймесĕрех тухса кайнă. Дивизире малтанах вăл паллă поэт пулнине сахалăшĕ пĕлнĕ. Дивизи политпайĕ ăна "Родина зовет" хаçатăн литсотрудникĕ пулма çирĕплетнĕ. Яков Гаврилович вăрçăра та сăвăсем çырма май тупнă. Ирсĕр фашист эшкерĕсене Совет Союзĕ тĕппипех аркатса тăкасса туйнă та, пĕлнĕ те поэт: Тăван çĕр-шыв çинче пĕр чун та Фашист таврашĕ юлмиччен Салтак чĕри кăвар пек çунтăр Мухтавлă вăрçă хирĕнче! Шăваймĕ вăр-хурах çĕленĕн, Саланĕç унăн шăммисем. Ухсай сăввисенчи йĕркесем салтаксене паттăррăн çапăçма хавхалантарнă. Фронтра хăй те паттăррăн çапăçать, наградăсем те илет. "Тар шăршинче те тĕтĕмре, шавра çỹренĕ май кĕнекесем çыратăп, ăна хам атă кунчинче усратăп", - тет вăл пĕр сăвăра. Фашистсен тискерлĕхне хăй куçĕпе курать. Чĕри курайманлăхпа, тарăхупа тулать. Вăхăтсăр пуçне хунă юлташĕсемшĕн, юратнă Кирле шăллĕшĕн тăшмана хирĕç штыкпа та, перопа та кĕрешет. Унăн "Энск дивизийĕнчи командирсемпе салтаксем чăваш халăхĕ патне çырнă çыру" ятлă хайлавне Дон юхан шывĕ хĕрринче тăракан, наступление кайма хатĕрленекен çар подразделенийĕсен пĕрлехи митингĕнче 1942 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче вуласа панă. Асăннă çырăва поэт çапăçусем шăпланнă вăхăтсенче çырнă, унта тин кăна кĕрлесе иртнĕ çапăçу саманчĕсем сăнарланса пынă. 1943 çулхи пуш уйăхĕнчен Ухсай Яккăвĕ 69-мĕш ударлă армин "Вперед к победе" хаçат литсотрудникĕнче тăрăшнă. Çавна май вăл Полтава еннелле наступлени пуçланă чаçсемпе пĕрле малти линире пулнă. 1943 çулхи çулла Ухсая уйăх çурăлăх пултарулăх отпускĕ панă. Шупашкарта ĕçленĕ хушăра вăл фронтра çырнă произведенисене тĕплĕн пăхса тухса "Вăрçă хирĕнче" ятлă кĕнеке пичетлесе кăларнă. Отпуск хыççăн Воронеж фронтне таврăннă, "На штурм врага" хаçатра ятарлă корреспондент пулнă. Катуков генерал ертсе пынă танк çарĕнче çапăçать вăл. Курскпа Орел патĕнчи çапăçăва хутшăнать. Вăрçă вăхăтĕнче çар корреспонденчĕсем малти ретре пулнă, çĕнĕ хыпарсене вăхăтра пĕлтерсе тăнă. 1943 çулхи çурла уйăхĕнче совет çарĕсем оборонăран наступление куçнă. 1944 çулхи нарăс уйăхĕнче Шепетовка хулинче Яков Гавриловича ураран амантнă. Житомирта пĕр уйăх госпитальте сипленнĕ хыççăн ăна фронт политуправленийĕ 31-мĕш танк корпусĕн "На штурм" хаçатăн ятарлă коореспонденчĕ пулма çирĕплетнĕ. Яков Ухсай хаçат редакцине Корсуньпа Шевченко таврашĕнчи çар операцийĕ вĕçленнĕ хыççăн килнĕ. Паттăр танкистсемпе автоматчиксем çинчен хаçатра заметкăсемпе очерксем çырсах тăнă. Ухсай хĕсметре тăнă 31-мĕш танк корпусĕ 1944 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа Хĕвел анăç Украинăра, Польшăра тата Карпатра çапăçнă. Чехсен Свобода генерал ертсе пыракан çар корпусĕпе пĕрле Чехословакири йывăр çапăçусене хутшăннă. Карпатра пирĕн çарсене питĕ йывăр килнĕ, çанталăк условийĕсем те чăрмав кỹнĕ. Тусем хушшинчи тỹремлĕхе тăшман персе тăнă. Унтан броньăланă техникăпа кăна иртсе çỹреме пулнă. Çар корреспонденчĕсен вара тĕрлĕ çĕрте вырнаçнă чаçсене çỹреме тивнĕ. Вĕсем унта хăш чухне çуранах, хăш чухне çула май каякан машинăсемпе çỹренĕ. Хаçата кăлармалла-çке, ăна вара çĕнĕ хыпарсемсĕр тата оперативлă материалсемсĕр хатĕрлейместĕн. Карпат таврашĕнчи çапăçусенче 31-мĕш танк корпусĕн çар çыннисем пысăк паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă. Çавна май вĕсенчен чылайăшĕ "На штурм" хаçатри очерксемпе статьясен геройĕсем пулса тăнă. 31-мĕш танк корпусĕ Прага хулине ирĕке кăларассипе çыхăннă çар операцийĕсене хутшăннă. Асăннă корпус 4-мĕш Украина фрончĕн хăвăрт куçакан çарĕсен йышĕнче Прагăна васканă. Унта гитлеровецсене хирĕç восстани пуçланă чехословаксем пулăшу кĕтнĕ. 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче совет çарĕсем Прагăна пырса кĕнĕ. Чунтан ĕмĕтленнĕ Çĕнтерĕве Прагăра кĕтсе илнĕ Ухсай. Вăрçă çулĕсемпе вăл Атăлтан пуçласа Влтава шывĕ патне утса çитнĕ, каярах "Влтава" поэма çырнă. Вăрçă хушнă ĕçе - фронт пурнăçĕ çинчен çырассине чунтан парăнса тунă май поэт сăвăсемпе поэмăсем те хайламасăр тăман. Вăрçă темипе çырнă сăввисене поэт каярах "Атă кунчинчи тетрадь" ярăма пĕрлештернĕ. 31-мĕш танк корпусĕн историйĕ пĕтĕмпе тенĕ пекех Яков Ухсай куçĕ умĕнче йĕркеленнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ 4-мĕш Украина фрончĕн политуправленийĕ Ухсай Яккăвĕпе П.Е.Королев фотокорреспондента асăннă танк корпусĕн пĕрлешĕвĕн иллюстрациленĕ альбомне туса хатĕрлеме хушнă. Çак задани "На штурм" хаçатăн ятарлă корреспонденчĕшĕн юлашки ĕç пулнă. Вăл хăйĕн репортажĕсемпе статйисен, очеркĕсемпе корреспонденцийĕсен геройĕсене лайăх пĕлнĕ, вĕсен уйрăмах паллă паха енĕсене çутатнă, паттăрлăхне уçса панă. Ухсай фронтра çырнă очеркĕсем лайăх шайри çар прози шутланаççĕ. Вĕсенче ăста çыравçă алли сисĕнет. Ухсай очеркĕсем сăнарлă та шухăшĕпе витĕмлĕ, вĕсенче Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисене ăшă туйăмпа тата асра юлмалла ỹкерсе кăтартнă. Яков Гаврилович Ухсай вăрçă тертне, асапне хăй чăтса ирттернĕ çын, совет салтакĕн паттăрлăхне, йывăрлăхсене парăнманнине курса тăнă салтак, çар корреспонденчĕ, çавăнпа та унăн сăввисенче, поэмисенче совет халăхĕн паттăрлăхĕ, хăюлăхĕ сăнарланнă. Г.ВЕНИКОВА. Энтепе шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика