26 ноября 2011 г.
Суйлав умĕнхи лару-тăру общество пурнăçĕ çине хăйне майлă витĕм кỹрет, граждансен шухăш-кăмăлĕнче тарăн йĕр хăварать. Çакна Михаил Игнатьев хăйĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă "Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн" Çырăвĕнче те уйрăммăн палăртса хăварнă: "Суйлав теми суйлавçăшăн яланах хĕрỹллĕ те йывăр тема шутланать, чи пĕлтерĕшли вара - йăлана кĕнĕ пекех унта йỹнĕ популизм та, куç кĕрет ултав та туллиех". Чăн та, тавлашакан кандидатсем политика пурнăçне йывăрлатса кăтартаççĕ, суйлавçа сехĕрлентерес тĕллеве мала хураççĕ, айăпласа каланă сăмахсене çывăха илекен çынсене тăрăшсах пăтраштарма хăтланаççĕ. Хăш-пĕр кандидатсен, партисен малашлăха палăртнă пурнăçламалли программисемпе паллашатăн та шалтах тĕлĕнетĕн - паянхи влаç халăх пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе чылай маларах йышăннă, çавна май вăрах вăхăт ăнăçлăн пурнăçа кĕртсе пыракан программăсене "курмасăр", тунă пысăк ĕçсене хисепе хумасăр хăйсен малашлăх пурнăçламалли программисене кĕртни вара чăннипех те тĕлĕнмелле. Çакă вăл малалла талпăнас текен кандидатсем экономика статистикине пĕлсех кайманнине, лару-тăрăва тарăннăн ăнланманнине анчах кăтартса парать. Халăха халь çăмăллăнах улталама çук. Мĕншĕн тесен пурнăç условийĕсем çулран-çулах лайăхланса пынине вăл хăйĕн куçĕпе курса ĕненет. Паянхи влаç пуçăннă кирек мĕнле ĕçе те вĕçне çитерме пултарнине, пурнăçлама пултарайман ĕçсене ыттисем евĕр илĕртỹллĕн шантарманнине, пулăмсене хитрелетсе кăтартманнине пурте кураççĕ те, туяççĕ те. Хитре сăмахсемлĕ, пурнăçлама çук ĕçсемлĕ программăсемпе хăйсен енне çавăрас текен, халăха çăтмах евĕр пурнăç туса пама шантаракан кандидатсене те уйăрма вĕренсе çитнĕ халĕччен. Республика Президенчĕ каланă пек, турпас тăвакана мар, пỹрт лартакана платник теççĕ халăхра. Сăмах май, кашнинех çитес суйлава хастар хутшăнма, малашлăх пурнăçшăн тĕрĕс сасăлама сĕнес килет.