Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Машинăпа трактор паркĕсем çĕнелеççĕ

26 ноября 2011 г.

 "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕпе, вăл отрасле 2012 çулччен аталантармалли патшалăх программине куçнă, килĕшỹллĕн районти ял хуçалăхĕн машинăпа трактор паркĕсене çĕнетесси малалла пырать. Ял хуçалăх предпряитийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем энергипе ресурссене перекетлекен техника хатĕрĕсене ытларах туянма пуçăнчĕç. Кăçалхи 10 уйăхра çеç тĕрлĕ 22 трактор, тĕш тырă тĕшĕлекен 7 комбайн, выльăх апачĕ хатĕрлемелли Дон-680М комбайн, 2 трактор прицепĕ туяннă. Уйрăм çынсем те "айккинче" юлмаççĕ: тĕрлĕ модификациллĕ 8 трактор, 1 трактор прицепĕ илнĕ. "Яманчурино" сахал яваплă юлташлăх пуçарулăх кăтартать: çак çулта çеç кунти машинăпа трактор паркне 2-шер Беларус-82.1, Беларус 1221.2 трактор пуянлатнă. Çĕнĕ техника туянас енĕпе "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕ, "Эмметево" сахал яваплă юлташлăх та ăнăçлă ĕçлеççĕ. Акă, "Рассвет" ЯХПКра тĕш тырă тĕшĕлекен РСМ-142 "Acros-530" комбайн, Беларус 1221.В2 тата Беларус 892 тракторсем туянма пултарнă. "Эмметево" ООО 3 трактор илнĕ: Беларус 1221.2, Беларус 1220, Беларус 892. Çĕнĕ техника хатĕрĕсене туянма çăмăллатнă кредитсемпе усă курнă. "Яманчурино" ООО, "Цветков Ю.Н." ХФХ, Ленин ячĕллĕ ЯХПК, "Санти" ООО çĕнĕ техникăна Ульяновскри "Росагролизинг" ОАО урлă туяннă. Техника хатĕрĕсем туянма каякан пĕтĕм хакăн çуррине федераци бюджетĕнчен саплаштарнă. Çĕнĕ техника туянассипе анчах лăпланмалла мар. Киввине те лайăх пăхса тăмалла, патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика